Введени чиркĕвне ирпе-ирех халăх йышлă пухăнчĕ. Ултă кунлăха илсе килекен сăваплă япала умĕнче пурте пуç тайса кĕлтума хатĕрленчĕç. Палăртнă вăхăтра машинпа илсе килнĕ арчана чиркÿ ключарĕ Вениамин Пегасов протоиерейпа Василий (Паскье) архимандрит йышăнчĕç. Чиркÿ алăкĕ умĕнче Николай аттемĕре Савватий митрополитпа Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кĕтсе илчĕç. Çĕрмен ÿте хунă арчана чиркĕвĕн патша алăкне хирĕç вырнаçтарчĕç. Унта сăваплă япаларан тухакан миро çăвĕ тата святойăн ÿтне 1087 çулта Мир Ликийскран Бари хулине куçарнă тупăк пайĕ те пур.
Святой Николай ячĕпе молебен ирттерчĕç, ăна Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий ертсе пычĕ. Митрополит таса япалана алла илсе чиркÿри халăха хĕрес хывса пиллерĕ.
Чăвашсем хăватлă ĕçсем тăвакан Николая питĕ хисеплеççĕ, пурнăçри йывăр самантсенче унран пулăшу ыйтса кĕлтăваççĕ. Халĕ вара святойăн çĕрмен ÿчĕн пайне пирĕн республикăна илсе килни пурнишĕн те чăн-чăн уяв пулса тăчĕ.
Сăваплă арча чиркÿре утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчи каçчен пулать, кашни кунах 12 сехетре святой Николай аттемĕр ячĕпе акафист вулаççĕ.
Утă уйăхĕн 20-мĕшĕпе 21-мĕшĕсенче святой Николайăн çĕремн ÿтне хунă арча Петербургри телейлĕ Ксения ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă чиркÿре пулĕ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина








