Чӑн тӗн хӑй тавра тӗрлӗ халӑха пӗрлештерет

Тутарстанри Сиктӗрме ҫӗрӗнче виҫҫӗмӗш хут православи юррисен фестивалӗ иртрӗ. 

Пархатарлӑ ял ачисем виҫҫӗмӗш ҫул чан ҫапас ӑсталӑха алла илессинче вӗренеҫҫӗ. Ҫапла, паянхи куна сиктӗрмесем 8 маҫтӑр хатӗрленӗ. Ҫапла хаваслӑ янравпа ял ачисем ирех халӑха ҫуллахи Микула уявне йыхравларӗҫ. Чиркӳ настоятелӗ Андрей Матвеев иерей тата Алексеевски районӗн благочиннӑйӗ Павел Чурашов протоиерей ирхи литурги хыҫҫӑн турӑшсемпе чиркӳ тавра ҫаврӑнса пухӑннисене уявпа саламларӗҫ. Унтан пурте православи юррисен фестивалӗнче савӑнчӗҫ.

Юрӑ уявӗ Анат Камӑпа Чистай епископӗ Пахомий пиллӗхӗпе иртет. Унӑн тӗллевӗ - таврари халӑха чӑн тӗн тавра пӗрлештерсе ҫирӗплетесси. Ҫак ырӑ шухӑш кунта тахҫанат тӗвӗленнӗ. Сиктӗрмен мухтавлӑ ҫынни Иван Казанков тӑван ялӗ пӗтсе пынине курса ӑна ура ҫине тӑратма шутланӑ. Малтанах кунта Хусанкай ячӗпе колхоз ӗҫлеттерсе янӑ. Унтан ҫак чиркӗве ҫӗклеме пулӑшнӑ.

Чун апачӗпе пӗрлех тӑван чӗлхене аталантарасси те пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫамрӑк ӑру вырӑсланса пынӑ май сиктӗрмесем "Ҫӗнӗ Сувар" кремль ҫумӗнче чӑвашла вӗрентмелли ятарлӑ шкул та ҫӗклеме пуҫланӑ.

Православи фестивальне пухӑннисене кунта ҫӗкленекен ҫуртсемпе, зоопаркпа паллаштарчӗҫ. Несӗлсен авалхи ҫырулӑхне халалланӑ чул пахчи те хӑнасемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗ. Кунта кӑтартнӑ саспаллисем кириллица ҫырулӑхӗн никӗсӗ пулса тӑнӑ. Халӑхсен историллӗ ҫыхӑнӑвӗсем тӗнре те пӗрпеклӗхсем хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та православи юррисен уявӗ кунта ҫулран-ҫул вӑйланса кӑна пырать. Ҫавна май тӑван чӗлхе хисепӗ те ӳсет.

Уявра 50-60 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене те хисеп турӗҫ. Вӗсем ҫамрӑксемшӗн яланах ырӑ тӗслӗх пулаҫҫӗ, тӑван тӑрӑха юратма, ӑна аталантарма вӗрентеҫҫӗ. Ырӑ ӗҫсен пархатарлӑхӗ кунта куллен куҫкӗрет.

Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вара сиктермесем мӗнпур халӑха пӗрлештерекен 5-мӗш "Уяв" паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.

Алексей Енейкин