Ҫӗршыв историне тарӑнрах тӗпчеме хистеҫҫӗ

Ку тупӑшу Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсене халалланӑ чи анлӑ сарӑлнӑ онлайн-вӑйӑ пек Раҫҫейри рекордсен кӗнекине кӗнӗ. Шупашкарта 6-мӗш хут вӗренекенсемпе студентсен ӑс-тӑн ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. 

"1418" ятлӑ вӑйӑ лапамӗсенчен пӗри Чӑваш Енри обществӑлла пулӑшу штабӗнче пулчӗ. Кунта тӗп хулари шкулсен, колледжсен тата Чӑваш патшалӑх университечӗн 7 ушкӑнӗ пуҫтарӑнчӗ. Вӑйӑ ахальтен мар "1418" ятлӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи шӑпах ҫавӑн чухлӗ кун тӑсӑлнӑ. Ку онлайн вӑйӑна пирӗн ҫӗршывра кӑна мар, чикӗ леш енче те ирттереҫҫӗ.

Тупӑшӑва хутшӑнакансен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историйӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравламалла. Интеллектуаллӑ вӑйӑна йӗркеленӗ чухне архив докуменчӗсемпе, сӑн ӳкерчӗксемпе, видеосемпе усӑ курнӑ. Пӗтӗм материал историксен пӗрлешӗвӗн экспертизине тухнӑ.

Тӗрлӗ ҫӗршывран тата Раҫҫейри регионсенчен хутшӑнакансене меллӗ пултӑр тесе вӑйӑ кӑҫал 4 трансляципе иртнӗ. Тӳресем тӗрӗс хурав панине тата ӗҫе мӗн вӑхӑтра тунине шута илнӗ. Ҫапла чи нумай паллӑ пухнӑ 3 ушкӑна палӑртнӑ. Ку вӑйӑ тӑван ҫӗршыв историне тарӑнрах тӗпчеме хистет. Йӗркелӳҫӗсем - Пӗтӗм Раҫҫейри "Ҫӗнтерӳ волонтёрӗсем" юхӑм, "Единая Россия" партин "Истори астӑвӑмӗ" проекчӗ тата Ҫӗнтерӳ музейӗн фончӗ.

Диана Сафонова, Татьяна Иванова