Ҫӗрпӳ округӗнче "Уҫӑ калаҫу" проектпа черетлӗ тӗл пулу иртрӗ

Правительство пайташӗсем ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗҫ, муниципалитет аталанӑвне халӑхпа пӗрле сӳтсе яврӗҫ. 

Пурӗ тӗл пулӑва Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакан 200 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Халӑха кӑсӑклантаракан ыйтусене министрсемпе депутатсем пилӗк лаптӑкра сӳтсе яврӗҫ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсемпе вӗсен ҫемйисем валли пӗр чӳрече мелӗпе йӗркелекен "Пулӑшу десанчӗ" ӗҫлерӗ. Пурӗ ҫак кун 55 ҫын хӑйне кӑсӑклантаракан ыйтупа килчӗ. Фронта пур енлӗн пулӑшу кӳрекен волонтерсемпе уйрӑм калаҫу пулчӗ. Паянхи куна округра 500 ытла кӗмӗл волонтер. Вӗсем салтаксене мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. 

Ҫавӑн пекех агропромышленность комплексӗн аталанӑвӗпе, предпринимательствӑпа, промышленноҫпе, ҫамрӑксен политикипе, социаллӑ пурнӑҫпа, строительствӑпа тата коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ темӑсене пысӑк тимлӗх уйӑрчӗҫ. Ҫӗрпӳсем ҫулсене йӗркене кӗртес, обществӑлла вырӑнсене хӑтлӑлатас, каяш шывсене тасатмалли сооруженине юсас ыйтусене ҫӗклерӗҫ. 

Округ аталанӑвне сӳтсе явма тата малашнехи тӗллевсене палӑртма Андрей Макушев вице-премьер ертсе пыракан Правительство ушкӑнӗ Ҫӗрпӳри культура ҫуртне пухӑнчӗ. Паянхи куна муниципалитетра 6 инвестици проекчӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ - 4 миллиард тенкӗ ытла. Мӗн палӑртнине пурнӑҫа кӗртни 100 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май парӗ. Кӑҫалхи округра "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа усӑ курса 300 ытла миллион тенкӗлӗх 98 проект пурнӑҫламалла. Паянхи кун Опытнӑй поселокӗнчи пӗлӳ ҫуртӗнче юсав пырать. Ӗҫсене 60 ытла процент тунӑ. Туҫи ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хӑпартаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн алӑкне ҫитес ҫул уҫмалла. Чурачӑкра вара иккӗмӗш тапхӑрпа парк хӑтлӑлатаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Борис Андреев