Ҫӗнӗлӗхсемпе паллашаҫҫӗ, техникӑна  ӗҫре пахалаҫҫӗ

Ҫӗрпӳ округӗнче иккӗмӗш кун "Уй кунӗ" курав ӗҫлет. Кӑҫал унта ҫӗршывӑн 11 регионӗнчен 57 компани хутшӑнать. 

"Уй кунӗ" курава ҫӗр ӗҫченӗсем ҫулленех хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. - Пире мӗн кирли кунта пурте пур, - теҫҫӗ вӗсем. Тыр-пул, пахча-ҫимӗҫ туса илекенсем валли удобрени, им-ҫам, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене апат хутӑшӗсем, тӗрлӗ оборудовани сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ йышши ял хуҫалӑх машинисем патӗнче ҫын уйрӑмах йышлӑ. Вӗсене ӗҫре пахалама пултарчӗҫ. 

Тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсен сорчӗсемпе Ял хуҫалӑхӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн специалисчӗсем паллаштарчӗҫ. Пӗлӗве пуянлатас текенсене вӗсем сӗнӳ-канашпа пулӑшма хатӗр. Курава тӑратнӑ трактор-комбайнпа та ҫӗр ӗҫченӗсем кӑсӑклансах паллашрӗҫ, хӑшӗ-пӗрин хуҫисем те тупӑнчӗҫ. Хӑватлӑ техникӑсӑр паянхи кун ниепле те май ҫук. Выльӑх апачӗ хатӗрлемелле е тырӑ ҫапса илмелле - ӗҫе хӑвӑрт, пахалӑхлӑ тумалла. Ҫӗр ӗҫченӗсене патшалӑх субсиди парса пулӑшни хавхалантарать. Елчӗк тӑрӑхӗнчи "Энтепе" хуҫалӑх вырмана ҫӗнӗ комбайнпа тухӗ.  

"Уй кунӗ" куравӑн сцени ҫинче патшалӑх наградисене тивӗҫнисене чысларӗҫ. "Женщины в АПК" конкурсӑн регионти тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене те саламларӗҫ. Номинацисенчен пӗринче Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Надежда Угарина фермер пӗрремӗш вырӑна тухрӗ. Хуҫалӑхне вӑл ҫемйипе пӗрле тытса пырать. 300 гектар ҫинче тыр-пул, хӗвелҫаврӑнӑш, пӑрҫа туса илеҫҫӗ. 

Кӑҫал "Уй кунӗ" куравра "Агро-100" рейтинга пӗтӗмлетрӗҫ. Ӑна республикӑра 2005-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ, хуҫалӑхӑн экономика кӑтартӑвӗсене тӗпе хураҫҫӗ. Кӑҫал пӗрремӗш виҫӗ вырӑна "Коминтерн", "Чурачикское", "Цивильский бекон" хуҫалӑхсем йышӑнчӗҫ. Паянхи ҫивӗч ыйту та тимлӗхсӗр юлмарӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев вырма ӗҫӗсене ирттерме топливо ҫителӗклине пӗлтерчӗ.   
Екатерина Фомина, Виктор Степанов