Фильмӑн хӑтлавӗ пуҫланиччен театр фойинче тӗрлӗ лапам ӗҫлерӗ. Салтаксем хӑнасене ҫар службинче усӑ куракан япаласемпе паллаштарчӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем пӑшал салатса пуҫтарма, пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗсене ӗҫлеттерсе пӑхма пултарчӗҫ. Чӑваш Енре истори чӑнлӑхне упраса хӑварассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Нумаях пулмасть "Голоса Родины" проектпа килӗшӳллӗн республикӑри 40 салтакӑн асаилӗвне архива панӑччӗ. "Энергия победителей: СВО" документлӑ фильм та ҫак ӗҫе хӑйне май малалла тӑсни. "Фильмӑн пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Ку вӑл паянхи кун ҫӗршыва, пуласлӑха хӳтӗлекенсем пирки чӗрӗ истори", палӑртрӗ регион ертӳҫи Олег Николаев. Кашни кадрта салтак шӑпи, ыратӑвӗ, паттӑрлӑхӗ.
Пӗлтӗр проектӑн пӗрремӗш пайне ӳкернӗ пулнӑ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Хальхи фильм вара паянхи лару-тӑрӑва сӑнлать. Картинӑна Мариуполь тата Артёмовск хулисене ирӗке кӑларнине халалланӑ. Фильмри тӗп сӑнарсем Рустам Широков кӗҫӗн лейтенант, Сергей Бородавкин гварди сержанчӗ, Дмитрий Осипов гварди подполковникӗ тата Юрий Богданов гварди аслӑ лейтенанчӗ. Вӗсенчен пӗри те паттӑр пулса ҫуралман, анчах та йывӑр вӑхӑтра ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцин ветеранӗсене тата халӗ ҫӗршыва хӳтӗлекенсене Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ. Фильма ӳкерме Чӑваш Енри энергипе тивӗҫтерекен пӗрлешӳ пулӑшнӑ, ӑна та тимлӗхсӗр хӑвармарӗҫ. Ҫакӑн пек картинӑсем ҫамрӑксене салтаксен паттӑрлӑхне ялан асра ытма, Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентеҫҫӗ.
Диана Сафонова, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров








