Асап тӳснӗ таса пурӑнӑҫлӑ святой Тамарӑн хушамачӗ – Сатси. Вӑл Эстони ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫемье лютерансен тӗнӗпе пурӑннӑ. Хӗрачана Мария тесе чӗннӗ. Вӑл ҫамрӑклах тӑлӑха юлнӑ, ҫавна май православи чиркӗвӗ ҫумӗнчи приюта лекнӗ. 19 ҫула ҫитсен Пюхтицари мӑнастирте хушнӑ ӗҫсене пурнӑҫласа пурӑнма тытӑннӑ. Хусана, каярахпа Шупашкара, вӑл кунта куҫарнӑ Варвара Блохина игуменияпа пӗрле килнӗ. Мӑнаха тухнӑ Тамара 1924 ҫулта хӑй игумения пулса тӑнӑ, Шупашкарти хӗрарӑмсен мӑнастирне ертсе пыма пуҫланӑ. Мӑнастире хупнӑ хыҫҫӑн та вӑл хӗрарӑм-мӑнахсемпе ҫыхӑну татман, вӗсене вӗрентсе тӑнӑ. Тамарӑна халӑх тӑшманӗ тесе Улатӑр муниципалитет округӗнчи хальхи Первомайски посёлокӗнчи колоние хупнӑ, вӑл 1942 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче унтах ҫӗре кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтранпа 65 ҫул иртсен ӑна святойсен йышне кӗртнӗ. Ҫӗнӗрен хута кайнӑ мӑнастирте хальхи вӑхӑтра пӗрремӗш игумения ятне кӗлтуса аса илсех тӑраҫҫӗ. Мӑнастир пуҫлӑхӗ Сергия (Рузавина) игумения Пӗлӗт ҫинчи хӳтӗлевҫӗ пурришӗн Турра тав тӑвать.
Святой Тамарӑна аса илмелли кун Мӑнкун хыҫҫӑнхи вӑхӑта лекет. Литурги кӗлли вӗҫленсен священниксем асап тӳснӗ таса пурӑнӑҫлӑ святойӑн турӑшне тата хӗрессем йӑтса халӑхпа пӗрле чиркӳ тавра утса тухрӗҫ. Уява хутшӑнакансен йышӗнче Православи хӗрарӑмӗсен пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗн пайташӗсем те чылайӑн пулчӗҫ. Вӗсем Тамара (Сатсине) Турӑ сывлӑшӗпе пурӑнма хавхалантаракан ялавпа танлаштараҫҫӗ. Ятарласа уяв тӗлне чӑн тӗнпе пурӑнакан хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ святойӑн турӑшне тата унӑн пурнӑҫне ҫырса кӑтартнине вырнаҫтарнӑ буклет хатӗрленӗ.
Ҫӑлакан Турӑ сӑнне улӑштарнӑ ятпа никӗсленӗ мӑнастирте асап тӳснӗ святой Тамара ҫинчен ҫитӗннисем ҫеҫ мар, ачасем те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вырсарни шкулне ҫӳрекенсем уяв тӗлне Мӑнкун концерчӗ хатӗрленӗ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина








