Афганистан вӑрҫинче паттӑрлӑхпа палӑрнӑ ентешӗн ячӗ пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулӗ

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Ишлӗ Шетмӗ ялӗнче пурӑнакансем Николай Акимов салтак пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ.

Самана витӗмне кура чылай тӑрӑхра ялсем майпен хавшаса пыни палӑрать. Ишлӗ Шетмӗри ҫак йывӑҫ ҫуртра та чылайранпах никам та пурӑнмасть. Ҫавах та ял халӑхӗ ӗлӗкхи ача шавӗпе кӗрлесе тӑнӑ пурнӑҫа лайӑх ас тӑвать. Ку пӳртре, акӑ, Афган вӑрҫинче "Хастарлӑхшӑн" медале тивӗҫнӗ пӗрремӗш чӑваш салтакӗ Николай Акимов пурӑннӑ. 

Ҫемьери аслӑ ывӑл ача ҫитӗнсен ҫар ретне тӑнӑ. Тӳрех Афган вӑрҫине, Кабул хулине лекнӗ. Унта вӑл аманнине пӑхмасӑр хӑюллӑн тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. 81-мӗш ҫулта чӗрӗ-сывӑ тӑван килне таврӑннӑ.

Шел пулин те, вӑрҫӑ паттӑрӗн ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ. Унӑн ырӑ ячӗ вара тус-юлташӗсен асӗнче яланлӑхах ҫутӑ сӑнар пулса юлнӑ. Николай Федоровича асӑнса ял-йыш ҫулсерен волейбол турнирӗ те ирттерет. Ҫамрӑксене чунпа патриот пулса ӳсме вӗрентет. Ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче яланах Николай Акимов сӑнарӗ.

Ӳлӗмрен ҫак ҫурт умӗ ҫар ветеранӗсемпе пӗрлех шкул ачисене те пухӗ. Асӑну хӑми умне чечек хума килекенсем пулсах тӑрӗҫ.

Тӑлӑха юлнӑ ҫурта халӗ Николай Акимовӑн Шупашкарта пурӑнакан Александр шӑллӗ пӑхса тӑрать. Ҫимӗк кунӗсенче вара пӳрт тӗрлӗ енчен пухӑнакан тӑванпа, хӑна-вӗрлепе тулать. Тен, хӑҫан та пулин вӑл ҫӗнелсе кулленхи пурнӑҫ шавӗпе тулӗ. 

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков