4 ҫул пӗр тӗллевпе тӑрӑшаҫҫӗ

Элӗк тӑрӑхӗнчи кашни территори уйрӑмӗнчех ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене пулӑшу кӳрес енӗпе тӑрӑшакан волонтерсен ушкӑнӗсене йӗркеленӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Элӗкри тата Ураскилтпе Тавӑт ялӗсенчи хастарсен ӗҫӗпе паллашрӗ. 

Элӗкри культура ҫуртӗнче ӗҫ шавӗ тӑрать. Пӗрисем лента виҫсе касаҫҫӗ, теприсем хӳтӗлев карри ҫыхаҫҫӗ. Волонтерсен ушкӑнне кунта 3 ҫул каялла йӗркелесе янӑ. Культура ҫуртне хастарсем кашни кун ӗҫе ҫӳренӗ пек ҫӳреҫҫӗ, Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. 

Ураскилт ялӗнчи волонтёрсем салтаксене пулӑшас ӗҫе ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ ҫулах пикеннӗ. Малтан ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем валли посылкӑсем пуҫтарса панӑ, ун хыҫҫӑн ҫӑм нуски ҫыхма пуҫланӑ. Хальччен фронта 30 мӑшӑр ӑсатнӑ. Республикӑра йӗркелекен ӗҫ-пуҫа те ураскилтсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, "Пулӑшу кутамкки" акципе килӗшӳллӗн 15 сумка пуҫтарса панӑ. Кӗмӗл волонтёрсем ялти шкулпа та тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Ачасем ӗҫ урокӗнче вӗсене пулӑшма килеҫҫӗ. Садике ҫӳрекенсем те айккинче юлмаҫҫӗ. 

Тавӑтсем те 4 ҫул каялла пархатарлӑ ӗҫе пуҫӑннӑ. Малтан ҫӑм арласа нуски-алсиш ҫыхнӑ, хыҫҫӑн окоп ҫуртисем тума, хӳтӗлев каррисем хатӗрлеме пуҫланӑ. Салтаксене мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех госпитальсем валли аялти кӗпе-йӗм ҫӗлеҫҫӗ. Фронта апат-ҫимӗҫпе те тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ, пахча-ҫимӗҫ пуҫтарса параҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Николай Семенов