Юсав ӗҫӗ мӗнле пынине тимлӗхре тытаҫҫӗ

Кӑҫал Чӑваш Енре 38 шкула тӗпрен юсаҫҫӗ. Ҫакӑн валли федераци тата республика хыснисенчен 7 миллиарда яхӑн укҫа уйӑрнӑ. 15 пӗлӳ ҫуртне ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла, 21-шне чӳк уйӑхӗнче туса пӗтермелле тата икӗ вӗренӳ учрежденийӗнче юсав икӗ ҫула тӑсӑлӗ.

Ӗҫ мӗнле пынине яваплӑ ведомствӑсенче тӑрӑшакансем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Хальхинче хула пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов тата Обществӑлла палата пайташӗсем Шупашкарти 37-мӗш тата 19-мӗш шкулсене ҫитсе курчӗҫ. 

Шупашкарти 37-мӗш пӗлӳ ҫурчӗ кӑҫал 50 ҫул тултарать. Хута янӑранпа ӑна пӗрре те тӗпрен ҫӗнетмен. Ҫавра ҫул тӗлне вӗренӳ учрежденийӗнче ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн юсав пуҫланни вӗрентекенсемшӗн, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗшӗн пысӑк савӑнӑҫ. Строительсем кӑҫал пуш уйӑхӗнче ӗҫе тытӑннӑ. Вӑхӑтлӑха шкул ачисем ҫывӑхри 17-мӗш пӗлӳ учрежденине вӗренме куҫнӑ. 

Пӗлӳ ҫуртне чӳк уйӑхӗн пӗрремӗшӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Паянхи куна подряд организацийӗ мӗнпур ӗҫӗн 40 ытла процентне тунӑ. Строительсем графикрен юлса пыраҫҫӗ. "ГлавИнвестСтрой" пӗрлешӳ директорӗн ҫумӗ Олег Петров ӗҫлекенсен шутне ӳстерме, юсава вӑхӑтра вӗҫлеме шантарчӗ. 

Обществӑлла палата хастарӗсем ҫавӑн пекех 19-мӗш шкула та ҫитрӗҫ. Кунта ӗҫ кал-кал пырать. Ҫитес вӑхӑтра строительсем спортзалне тата столовӑйне хӑтлӑх кӳме пуҫлӗҫ. 

Вӗренӳ учрежденийӗсене тӗпрен юсас ӗҫ мӗнле пынине ятарлӑ комисси малашне те асӑрхасах тӑрӗ. Сӑмах май, ашшӗ-амӑшӗ те ҫак ӗҫе хастар хутшӑнать. "Пирӗн тӗп тӗллев - шкулсене вӑхӑтра, графикпе килӗшӳллӗн хута ярасси, ачасене пӗлӳ илме, тӗрлӗ енлӗн аталанма тивӗҫлӗ майсем туса парасси, " - палӑртрӗҫ Обществӑлла палатӑн хастарӗсем. 

Елена Дмитриева, Святослав Петров.