Ку вӗренӳ учрежденине 1982-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтапа ӑна пӗрре те юсаман. Ҫурт 65 процент таран юхӑннӑ: ҫивиттинчен шыв аннӑ, инженери коммуникацийӗсем кивелнӗ, ҫавӑн пекех сӗтел-пукана та тахҫанах улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ. Халӗ унчченхи ҫуртран стенисем кӑна юлнӑ. Ытти пӗтӗмпех ҫӗнӗрен пулать.
Юсава пуш уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче пуҫланӑ. Паянхи куна плана 70 процент пурнӑҫланӑ. Строительсем хальхи вӑхӑтра стенасене, маччасене майлаҫҫӗ. Объектра куллен 54 ҫын тӑрӑшать. Ӗҫе чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Пӗлӳ ҫурчӗ мӗнле пулассине палӑртма вӗренекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ.
Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсав "Ҫӗнӗ шкул" парти проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Унта Шупашкарти 18 шкул кӗнӗ. Вӗсенчен вунулттӑшне пӗр ҫулта юсаса пӗтермелле, тепӗр иккӗшӗнче вара ӗҫе икӗ ҫуллӑха пӑхса хунӑ. 2-мӗш шкулта 1600 ытла ача вӗренет. Юсав пынӑ вӑхӑтра вӗсем пиллӗкмӗш гимназире пӗлӳ пухӗҫ.
Ксения Потапова, Александра Борисова, Денис Афанасьев








