Укҫа-тенкӗпе мӗнле тӗрӗс усӑ курмалла, перекетлемелле е ӑҫта та пулин хывмалла? Ултавҫӑсенчен епле сыхланмалла? Ҫакӑ тата ытти ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ конкурса хутшӑнакансем. Пӗтӗмпе Чӑваш Енри 23 ҫемье финанс пӗлӗвне тӗрӗслерӗ. Вӗсем пурте хӑйсен тӑрӑхӗсенче чи лайӑххисен шутӗнче. Шупашкар хулинчи Семеновсен ҫемйи ҫак конкурса пӗрремӗш хут хутшӑнать.
Конкурс 5 тапхӑрпа иртрӗ. Ҫемьесем лекци итлерӗҫ, инвестици портфельне пуҫтарчӗҫ, "Инвесторӑн ҫул-йӗрӗ" тата "Финанс куҫаруҫи" квестсене хутшӑнчӗҫ, "Ҫемье инвесткомитечӗ" ятарлӑ бизнес-вӑйӑра тупӑшрӗҫ. Кашни тӑпхӑр хыҫҫӑн конкурса хутшӑнакансене тӳресем хак пачӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, финанс пӗлӗвне мӗн пӗчӗкрен ачасене ӑша хывма пулӑшмалла. Ҫакӑ ултавҫӑсен серепине лекекенсен шутне чакарма та пулӑшмалла.
Конкурса хутшӑнакансене дипломсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх тӳресем виҫӗ ҫӗнтерӳҫӗне палӑртрӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна Етӗрне хулинчи Габтрахмановсем тивӗҫрӗҫ. Вӗсем Чӑваш Ен чысне Мускавра хӳтӗлӗҫ.
Елена Дмитриева, Бахтияр Велиев








