Кӑҫал тӗп хулари 7 пин те 206 ача 9-мӗш класс пӗтернӗ. 6 пин те 844-шӗ экзамен тӗрӗслевӗ витӗр тухса алла документ илнӗ. 53 проценчӗ професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене вӗренме кӗрес кӑмӑллине палӑртнӑ. 10-мӗшне каяс тӗллевлӗ 3 пин те 198 шкул ачирен 3 пин те 22-шӗ конкурс суйлавӗ витӗр тухнӑ. 109 ача хальлӗхе пуласлӑхӗ пирки татӑклӑ хурав паман. Шупашкарти шкулсенче тепӗр 200 вырӑн пур. Тӗп хулари 56 шкулта 2026-27-мӗш вӗренӳ ҫулне 107 10-мӗш класс йӗркелесшӗн. Ача хӑш енӗпе тарӑн пӗлӳ илес тенине кура классене профильсене пайланӑ.
Прокуратурӑра ӗҫлекенсем те ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем патне тухнине шкул ачи малашлӑха мӗнле ҫул-йӗр суйлама пултарни пирки тӗплӗнрех ӑнлантармаллипе сӑлтавлаҫҫӗ. Яваплӑ ведомствӑна кӑҫал 15 ҫыру килнӗ. Министерствӑра иртнӗ канашлура 10-мӗшне кайма палӑртнӑ ачасен кӑмӑлне тивӗҫтерме майсем тупассине палӑртрӗҫ. Дмитрий Захаров кашни шкула, кашни ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитсе ывӑл-хӗрӗн мӗнле майсем пуррине пӗрле тишкерме хушрӗ. Ку ыйтупа ӗҫлеме вӗренӳ управленийӗ хӗрӳ лини телефонӗ йӗркеленӗ. Паянхи куна унта 30 ытла ҫын шӑнкӑравласа ыйту хуравне тупнӑ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов








