Литурги кĕллине тăватă архиерей ирттерчĕç

Александр Невский ячĕпе никĕсленĕ арçынсен мăнастирĕ Муркаш округӗнчи Кĕрекаç ялĕнчен инçех мар вырнаçнă. Кунта савăнăçлă лару-тăрура чаплă уяв — мăнастире çĕнĕрен хута янăранпа 25 çул çитнине паллă турĕç. 

Çак вырăнта 19-мĕш ĕмĕрте киремете пуççапакансем пухăннă. Таса Синод тата халăх ыйтнипе кунта чăн тĕнпе пурăнакансем валли мăнастир никĕслеме йышăннă. Ку вăл пĕрремĕш чăн чăваш мăнастирĕ, унта пурăнакансем пурте çак тăрăхри чăвашсем пулнă. Истори докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрӑх, ăна уçнă чухне виçĕ пин çын таран пухăннă. Мăнастире Хусан архиепископĕ Димитрий кĕлтуса сăвапланă. Совет саманинче мăнастире аркатнă. 1996 çулта вара унăн ишĕлчĕкне çĕр лаптăкĕпе пĕрле Шупашкарпа Чăваш епархине панă. 

Мăнастире епархине тавăрса панă вăхăтра кунта еплерех йывăр лару-тăру пулнине сăмахпа та калама çук. Йĕри-тавра юхăнчăк та ишĕлчĕк хуçаланнă. 25 çул каялла вара, шăпах Турă Амăшĕн Иверски турăшĕн кунĕнче, Александр Невский ячĕллĕ мăнастир çĕнĕрен уçăлнă. Паллă куна — мăнастир чĕрĕлсе тăнăранпа 25 çул çитнине - чаплăн паллă турĕç. Литурги кĕллине тăватă архиерей ирттерчĕç. Савватий митрополитпа пĕрле Канашпа Беловолжск епископĕ Стефан, Череповецпа Белозерск епископĕ Игнатий, Улатăрпа Патăрьел епископĕ Феодосий кĕлтурĕç. Феодосий владыка мăнастире 13 çул ертсе пынă, ăна çĕнĕрен чĕртсе тăратассишĕн вăй-халне шеллемен. Паянхи кун настоятельте унăн тăван шăллĕ Мануил игумен тăрӑшать, мăнастир историне пухас ĕçе йĕркелесе пырать. 

Ĕç кунĕ пулнине пăхмасăрах, уява халăх питĕ йышлă пухăннă. Патăрьел тăрăхĕнчен пысăк автобуспа паломниксем килсе çитнĕ. Паянхи кун мăнастир хăйĕн хăтлăхĕпе, чаплă йывăç чиркÿсемпе, тавралăхри илемпе илĕртет. Унăн синкерлĕ шăпине çакăнта ÿсекен йывăçсем çеç астăваççĕ. 

Турă Амăшĕн Александр Невский мăнастирĕнче вырнаçтарнă Иверски таса сăнĕ — унăн Афонри оригиналĕн чăн-чăн копийĕ. Ăна хальхи вăхăтра Улатăрпа Патăрьел епархине ертсе пыракан Феодосий епископ ыйтнипе туса панă, Шупашкарпа Чăваш Енĕн ун чухнехи митрополичĕ Варнава пилленипе çак турăша чи аслă таса япала вырăнне хурса хисеплеççĕ. Священниксемпе мăнастире уява килнисем Турă Амăшĕн Иверски таса сăнĕ хыççăн чиркÿ тавра хĕрес çулĕпе утса тухрĕç. Кĕлĕ вăхăтĕнче Мускаври тĕн академийĕнче вĕренекенсем юрларĕç. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина