Историне асра тытса чиркӳпе мăнаçланаççĕ

Хĕрлĕ Чутай салинче кирпĕчрен чиркÿ туса лартнăранпа кăçал 225 çул çитрĕ. Çак паллă пулăма халалласа Пĕтĕм Тĕнчери 7-мĕш Пухăва хутшăннă таса аттесене аса илмелли кун Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий унта кĕлĕ ирттерчĕ. 

Малтан çак вырăнта йывăç чиркÿ пулнă. Вăл пушарта çунса кайнă хыççăн ун вырăнне 1801 çулта халăх укçи-тенкипе архитектурăн чаплă мелĕсемпе усă курса чулран çĕнĕ чиркÿ купаласа хăпартнă. 1879 çулта чиркĕве аслăлатса Хăватлă ĕçсем тăвакан святой Николай ячĕпе придел уçнă, тепĕр çул ăна кĕлтуса тасатнă. Тĕппипе чиркĕве 1882 çулта туса çитернĕ, ăна хупиччен, 1936 çулччен, унта Христосшăн асап тÿссе вилнĕ Михаил Самсонов священник ĕçленĕ. Хĕрлĕ Чутайсем хăйсен чиркĕвĕпе мăнаçланаççĕ, унăн историне асра тытаççĕ.

1989 çулта чиркÿ иккĕмĕш хут чĕрĕлсе тăнă. Унăн приделĕсене Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава кĕлтуса тасатнă. Чиркĕвĕн чи пысăк тăррине 1998 çулта юсаса çĕнетнĕ. Картишĕнче Турра ĕненекенсене хĕсĕрленĕ вăхăтра çакăнта ĕçлесе пурăнннă Кирилл протоиерейпа Михаил Григорьев священнике пытарнă. Çĕнĕ тапхăрта прихута темиçе пачăшкă та ертсе пынă. 2010 çулхи аван уйӑхĕнче Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕн настоятелĕ пулма Максим Зарубин протоиерее шаннă. Уяв кунĕнче Максим атте хисеплĕ священниксен вилтăприсене кивĕ палăк хупласа тăни, ăна урăх çĕре куçарас тĕлĕшпе чăрмавсем пурри пирки пăшăрханса каларĕ. 

Уяв кунĕ чиркĕве халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Литурги вăхăтĕнче Шупашкарти кафедрăллă Введени чиркĕвĕнчи архиерей хорĕн пĕчĕк ушкăнĕ юрларĕ. 

Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕ 225 çул тултарнă ятпа ирттернĕ кĕлĕ хыççăн Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Высокопреосвященнейший Савватий Хĕрлĕ Чутай салинчи Хĕрес çĕклесе кăтартнă ятпа никĕсленĕ чиркÿ прихутне аталантарас тĕлĕшпе нумай çул тăрăшса ĕçленĕ çынсене епархи наградисем парса чысларĕ. Ун хыççăн Турă çуртне пухăннă халăха вĕрентсе сăмах каларĕ, пурне те пил валеçрĕ. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина