Чӗрӗк ӗмӗр ҫӗршыври пултаруллӑ юрӑҫсене пуҫтарать

Наци конгресӗн пуҫарӑвӗпе Шупашкарта 25-мӗш хут чӑваш эстрада юррин "Кӗмӗл сасӑ" фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Уяв хӑнисем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.

Раҫҫей шайӗнче иртекен юбилейлӑ уява тӗрлӗ тӑрӑхра чӑвашла юрлакан чи пултаруллӑ ҫамрӑксем килсе ҫитрӗҫ. Конкурс умӗн вӗсене Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем саламларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Тӑван халӑх пуласлӑхӗн ылтӑн-кӗмӗл саслӑ яш-кӗрӗмӗ Чӑваш Енсӗр пуҫне ҫӗршыври тепӗр 5 регионтан: Сарӑ ту, Пенза, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Пушкӑртстанпа Тутарстан Республикисенчен килсе ҫитрӗҫ. Пурӗ 14 солист тата 7 ушкӑн.

Уяв анлӑшӗ тӑван халӑхӑн сумне ҫӗклесе унӑн пуласлӑхне ҫырать. Акӑ, сцена ҫинче Ямал тӑрӑхӗнчи Салехардран килнӗ 6 ҫулти Алёна Узякова ҫепӗҫ юрӑ шӑрантарать. Алёна хальлӗхе конкурс ҫулне ҫитмен пулин те, ытти юрӑҫсенчен нимпе те кая маррине ҫирӗплетсе малашлӑха пысӑк шанӑҫ панине кӑтартрӗ. Уявра вӑл конгресӑн ятарлӑ парнине тивӗҫрӗ. Сцена ҫинче юратупа тӑванлӑх, патриотизм тата ытти темӑпа хайланӑ илемлӗ юрӑсем шӑранчӗҫ.

Фестиваль ҫӗнтерӳҫисене профессионал тӳресем хак пачӗҫ. 1, 2 тата 3-мӗш степеньлӗ лауреатсемпе дипломантсене, ҫавӑн пекех ятарлӑ парнесене тивӗҫекенсене палӑртрӗҫ. Уявӑн  Гран-Прине вара Пушкӑрт Республикинчен килнӗ Марина Васильева ҫӗнсе илчӗ. Конкурс йӗркелӳҫисем пурне те хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Уява пӗтӗмлетнӗ май тӑван культура аталанӑвӗнче пысӑк тӳпе хывакансене те Тав тата Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.


Алексей Енейкин, Артур Галкин