Вӑл ӗҫе яланах чунӗ витӗр кӑларса тивӗҫлӗ шая ҫитернӗ

"Пӗтӗм пурнӑҫ кино". Ҫапла ят панӑ хӑйӗн кӗнекине Зоя Илларионова автор. Унпа паллашнӑ май кашни вулакан куҫӗ умне Владимир Карсаков режиссер, кино ӑсти, педагог сӑнарӗ тухса тӑрӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма хак пама Наци библитекине ҫак тӗнчерен ытла та ир уйрӑлнӑ Владимир Федоровичӑн тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, юлташӗсем, вӗренекенӗсем пухӑнчӗҫ. 

Кун-ҫул сукмакӗ 58 ҫула кӑна тӑсӑлнӑ унӑн. Анчах та хӑйӗн шухӑшӗсене, курӑмне 30 ытла кинофильмра пурнӑҫа кӗртме ӗлкӗрнӗ. Кинокартина калӑпланӑ хушӑра оператор-и вӑл, режиссер е сценарист - яваплӑ ӗҫе чунӗ витӗр кӑларса тивӗҫлӗ шая ҫитерме тӑрӑшнӑ. Елизавета Никитична мӑшӑрне пулӑш пултӑр тесе хӑйӗнчен мӗн килнине тунӑ. Чӑваш академи драма театрӗн актерӗсене тӑван ялӗнче йышӑнни уйрӑмах асӗнче юлнӑ. 

Владимир Карсаков пурӑннӑ пулсан 65 ҫул тултармаллаччӗ кӑҫал. Кӗнекене шӑпах ҫак ҫавраҫула халалласа пухса хатӗрленӗ. Пысӑк ӗҫӗн тӗллевӗ - кино ӳнерӗнче ҫул кӑтартса пырса тарӑн пӗлӳ панишӗн тав тӑвасси, кӗнеке урлӑ унӑн кун-ҫулӗпе тӗплӗн паллаштарасси, ырӑ сӑнарне халӑх чӗринче упраса хӑварасси. 

Кӗнеке 5 пайран тӑрать. Пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен калакан пайра Владимир Карсаковпа вӗреннӗ, ӗҫленӗ, хутшӑннӑ ҫынсен асаилӗвӗсем. 

Владимир Карсаков пурнӑҫӗн 27 ҫулне кино ӗҫне халалланӑ. Кӗнекери 30 фильмӗ пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Зоя Илларионова педагогӗн ӗҫӗсем татах та пуррине ҫирӗплетсех калать. Малашлӑхра хӑйех, е, тен, ытти пуҫаруллӑ ҫын тепӗр кӑларӑм пухса хатӗрлессе шанать. 

"Сценарийӗсем, пурнӑҫламалли проекчӗсем халӗ те ӗҫ сӗтелӗ ҫинчех выртаҫҫӗ", - тет мӑшӑрӗ. Телекурав архивӗнче сыхланса юлнӑ видеофрагментсенче те малашлӑх пирки шутлани сисӗнет. 

Уява Владимир Карсакова асра тытса унӑн фильмӗсенче вылянисем, юрӑҫсем, Чӗмпӗрти "Палнай" ансамбль килсе ҫитнӗ. 

Алиса Александрова, Николай Семенов