Талантлӑ яш-кӗрӗме кӑҫал та кӗтеҫҫӗ

Ӗмӗре театр сцени ҫинче пурӑнса ирттересси - суйласа илнисен ӑраскалӗ. Тӗрлӗ жанрлӑ спектакльсенче выляса куракан асӗнче юлакан артистсен ӗҫӗ яланах пархатарлӑ пулнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче актёр пулма ӗмӗтленекен ҫамрӑксен пултарулӑхне тӗрӗслерӗҫ.

Пӗлтӗр Мускаври Борис Щукин ячӗллӗ театр институтне ултӑ чӑваш ҫамрӑкӗ вӗренме кӗнӗччӗ. Республика Пуҫлӑхӗпе культура министерстви тӑрӑшнипе, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ертӳҫи ҫине тӑнипе тӗп хулара талантлӑ яш-кӗрӗме кӑҫал та кӗтеҫҫӗ. Пӗрремӗш тура тӗрлӗ тӑрӑхри хӗрсемпе каччӑсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсене итлеме институтран курсӑн пулас пултарулӑх ертӳҫи Юрий Титов килнӗ.

Мускаври чаплӑ института вӗренме кӗрес тесен, каламасӑрах паллӑ, ҫут ҫанталӑк панӑ уйрӑмлӑхсем кирлӗ: ӑш-чикрен тапса тӑракан илӗртӳлӗхпе илемлӗ сӑн-сӑпат, ритма туйни, янкӑс сасӑ. Ҫав шутрах - чӑвашла ирӗклӗн калаҫни те: ҫамрӑксен диплом илсен ҫак театра ӗҫлеме таврӑнмалла-ҫке-ха. Тӗрӗслев алӑкӗ умӗнче кашни пӑлханать: малашнехи шӑпа мӗнле пуласси шалта хӑвӑн пултарулӑхна епле кӑтартнинчен килет. Сумлӑ тӳресем умне пӗрерӗн-пӗрерӗн кӗреҫҫӗ.

Театр сцена ӳнерне юратакан яш-кӗрӗме ҫулталӑкӗпех ҫак ӑмӑртӑва хутшӑнма хатӗрленӗ. Ҫак тапхӑрта сӑвӑ, юптару, калав сыпӑкӗ пӑхмасӑр ӑста калама, юрлама-ташлама, илемлӗ хускалкалама вӗреннӗ. Кӑҫалхи итлеве театр ытларах каччӑсене кӗтнӗччӗ, шел, вӗсем сахалрах.

Пӗлтӗр 4 ҫула вӗренме янӑ ҫамрӑксене театр куҫран вӗҫертми пулӑшса тӑрать, кӑҫал суйласа илнисене те ҫаплах пӑхӗҫ. Тӗп хулара вӗсене чӑваш чӗлхи вӗрентекен те пур. 

Суйласа илнӗ ҫамрӑксем утӑ уйӑхӗнче Мускава кайса иккӗмӗш тура хутшӑнӗҫ. Унччен вӑхӑт пур-ха, ҫавӑнпа та ку итлеве килейменнисен Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пырса хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма пултараҫҫӗ. Вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан документ ҫинче вырӑс литературипе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменне ӑнӑҫлӑ тытнине ҫирӗплетни кирлӗ.

Марина Карягина, Святослав Петров