Шупашкарти 45-мӗш шкулта тӗрлӗ халӑх туслӑхне халалланӑ фестиваль иртрӗ

Якути илемӗнчен пуҫласа манси халӑхӗн тайгари халапӗсемпе чӑвашсен янӑравлӑ юррисем таран. Шупашкарти 45-мӗш шкулта Раҫҫейри халӑхсен фестивалӗ иртрӗ. Ачасемпе педагогсем ҫӗршывӑн культура хӑйне евӗрлӗхне ӳкерчӗксенче, юрӑсенче, наци ташшисенче кӑтартса пачӗҫ. 

"Раҫҫей пӗрлӗхӗ: иртни, хальхи, малашнехи" ятпа йӗркеленӗ шкул фестивальне ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, садике ҫӳрекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле уяв савӑнаҫне пайлама килнӗ хӑна та чылай пулчӗ. Вӗренекенсем ҫӗршыври регионсен хӑйне евӗрлӗхне тӗпе хурса кӑсӑклӑ экспозици хатӗрленӗ.

Концерт залне иртиччен хӑнасем шӑпах ачасен ал ӗҫ ӑсталӑхӗпе тата ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе паллашрӗҫ. 89 регион ялавӗнчен пухнӑ ярӑмра Раҫҫейри кашни субъекта уйӑрса илме май паракан паллӑсем. Астӑвӑм стени Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тӗрлӗ халӑх паттӑрлӑхӗпе паллаштарать. Ӑс-хакӑл пуянлӑхне сӑнлакан кӗтес тӗлӗнчен те чарӑнмасӑр иртме ҫук.

Хӑнасем учительсемпе ачасен, ашшӗ-амӑшӗн тӑрӑшулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. 

Сцена ҫине ҫамрӑк артистсем тӗрлӗ халӑх тумӗпе тухса нацисен туслӑхне илемлӗн кӑтартрӗҫ. Юрри-ташшинче те ҫӗршыва юратнине, тӑван ҫӗрпе мӑнаҫланнине палӑртрӗҫ.

 Алиса Александрова, Александра Борисова, Вадим Владимиров.