Сӗнтӗрвӑрринче Анатолий Тогаев композитор пурӑннӑ ҫурта тӗпрен юсанӑ

Чылай ҫул пушӑ ларнӑран вӑл самай юхӑннӑ пулнӑ. Халӗ вара тул енче те, шалта та хӑтлӑх хуҫаланать. Йывӑҫ ҫуртра музыка музейне уҫма палӑртаҫҫӗ.

Совет урамӗнчи ҫак йывӑҫ ҫурт пӗрре пӑхсан ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Ҫывӑхрах пырсан вара ҫӗнетни палӑрать. Анчах та подрядчик аваллӑх сӑн-сӑпатне сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑ. Анатолий Тогаев композитор пурӑннӑ вырӑна тирпей-илем кӗртме 8 ытла миллион тенкӗ тӑккаланӑ.

2005-мӗш ҫулта ҫуртӑн чылай пайне пушар тӗп тунӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна патшалӑх хӳттине илсе республика шайӗнчи культура эткерлӗхӗн палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗр калӑпӑшлӑ ӗҫ туса ирттерме пултарнӑ кунта - ҫурт никӗсне ҫирӗплетнӗ, тӑррине улӑштарнӑ, стенисене ҫӗнӗрен хӑпартнӑ. Мӗн сыхланса юлнине тӗкӗнмен, ҫӗнетнӗ ҫеҫ.

Анатолий Тогаев вӑхӑтӗнчи сӗтел те упранса юлнӑ. Вӑл та пулас музыка музейӗн экспозицине пуянлатӗ. Пӳлӗмсене хӑтлӑх кӗртме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Чӳречесене ӗлӗкхи карӑсем, стенасене сӑн ӳкерчӗксем илем кӳреҫҫӗ. Анатолий Тогаевӑн кун-ҫулӗнчи тӗрлӗ тапхӑра сӑнлаҫҫӗ вӗсем. Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуркасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар йышӗнче. Вырӑс ҫемйинче ҫитӗннӗ пулин те ачаран чӑваш культурине ӑша хывнӑ. Вӑл 100 ытла кӗвӗ авторӗ, чылайӑшӗ чӑваш музыкин ылтӑн фондне кӗнӗ. Пултаруллӑ композитор ҫеҫ мар, педагог та пулнӑ. Шӑпах Анатолий Тогаев ҫине тӑнипе Сӑнтӗрвӑрринче музыка шкулне уҫнӑ. Вӗренӳ учрежденисемпе предприятисенче халӑх хорӗсем йӗркеленӗ. Макаҫкасси ялӗнчи ушкӑн, тӗслӗхрен, Мускаври куракансне те хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ.  

Музыка музейне икӗ паллӑ композитора халалласшӑн. СССР халӑх артисчӗн Андрей Эшпайӑн пурнӑҫӗ те Сӗнтӗрвӑррипе ҫыхӑннӑ. Вӑл Анатолий Тогаевпа тӑван пулнӑ, тӑтӑшах ҫуллахи каникула ун патӗнче ирттернӗ. Тен, ҫакӑ ӑна хавхалантарнӑ та пулас профессине суйлама. Ку ҫурт чылай кӑсӑклӑ истори упрать. Кунта Родион Щедрин, Ростислав Бойко хӑнара пулнӑ, иккен! Кӗҫех музыка музейӗнче Тогаевӑн сӗрме купӑсӗпе фисгармонине те курма пулӗ.  

Хальлӗхе музыка инструменчӗсем купсасемпе мещенсен пурнӑҫне халалланӑ музейра упранаҫҫӗ. Вӗсем Анатолий Тогаевӑн пулнине ҫак сӑн ӳкерчӗк те ҫирӗплет. Композитор ҫуртне йӗркеленӗ, халӗ картишне тирпей-илем кӗртме вӑхӑт ҫитнӗ. Туристсене кунта Анатолий Тогаевӑн сачӗпе те паллаштарасшӑн. Ҫак улмуҫҫисем патӗнче уйрӑмах сӑн ӳкерчӗксем тума  юратнӑ.

Вероника Павлова, Святослав Петров