Библиотекӑсене ҫӗнетме, тӗрлӗ хатӗрпе тивӗҫтерме федараци тата республика хыснисенчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗсене 17 пин кӗнекепе пуянлатнӑ. Пурте тӗрлӗ енлӗ усӑ курмалли учреждени пулса тӑнӑ. Кунта, сӑмахран, ача-пӑча валли вылямалли вырӑн, коворкинг, уявсем ирттермелли пӳлӗм пур. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пирӗн республика вулав ҫурчӗсене ҫӗнетессипе лайӑх ӗҫлекен регионсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ.
Паянхи куна 48 вулавӑша тӗпрен улӑштарнӑ. Етӗрнери тӗп библиотека ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра пӗр харӑсах тата тепӗр 6 библиотека хӑйсен алӑкӗсене уҫрӗ. Вӗсемпе видео урлӑ ҫыхӑнчӗҫ. Олег Николаев Улатӑрти, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Кӗлӗмкассинчи, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Кивӗ Атикассинчи, Муркаш тӑрӑхӗнчи Кашмашри, Пӑрачкаври тата Шупашкар тӑрӑхӗнчи Ишекри библиотекарьсене, вулакансемпе хӑнасене савӑнӑҫлӑ пулӑмпа саламларӗ. Кашни вулавӑшӑн 3Д интерактивлӑ кӗнекесем пур. Ҫавӑн пекех куҫ япӑх курнипе аптракансем кунта флешплеерпа усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ питӗ меллӗ пулнине палӑртаҫҫӗ вулакансем.
Етӗрнери тӗп библиотека ҫурчӗ 19-мӗш ӗмӗрти архитектура палӑкӗ шутланать. Ӑна 1890-мӗш ҫулта пӗртӑван Таланцевсем тунӑ. Унӑн кун-ҫулӗпе паллаштаракан кӗтесре меценатсен сӑнӳкерчӗкӗсене ҫирӗплетнӗ, ӗлӗкхи документсемпе ал ҫырӑвӗсене вырнаҫтарнӑ. Тӗрлӗ ӑрури ҫынсене кӑсӑклӑ пулӗ кунта. Юсав ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗлле ӗҫлеме пуҫланӑ ҫуртсенче вулакансен йышӗ 50 процент ӳснине палӑртрӗ Культура министрӗ Светлана Каликова.
Олег Николаев ача-пӑчана тӳлевсӗр аталанма туса панӑ майсемпе туллин усӑ курма сӗнчӗ. Хӑй те тӗрлӗ литеретурӑна кӑмӑлланине пӗлтерчӗ.
Тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ ҫынсене хавхалантармалла. Етӗрне тӑрӑхӗнчи "Вирьял" ансамбль ертӳҫи Лев Иванов нумаях пулмасть "Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Савӑнӑҫла лару-тарура Олег Николаев ӑна сумлӑ наградӑпа чысларӗ.
Алена Артемкина, Виктор Степанов








