Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртес тесе 100 ытла пултаруллӑ ача тӑрӑшнӑ. Ҫу кунӗсем вӗсен хаваслӑ та тухӑҫлӑ иртнӗ: хастарсем кастингсемпе киноквестсене хутшӑннӑ, сценари ҫырнӑ, режиссёр тата оператор ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпченӗ, грим тума вӗреннӗ. Ҫавӑнпа фильм та ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ.
Пысӑк ӗҫ тунӑ чухне туслӑх тата пӗр-пӗрне пулӑшни пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ сюжетӑн тӗп теми пулса тӑнӑ. Картинӑра вылякансен ашшӗ-амӑшӗ фильм усӑллӑ пулнине, ӑшӑ туйӑмсем ҫуратнине палӑртать.
"Куча-мала!" пултарулӑх киностудийӗ нумай ачапа ӗҫленипе палӑрса тӑрать. Кунта кашнине тимлӗх уйӑраҫҫӗ, кино тӗнчине алӑк уҫма пулӑшаҫҫӗ.
Тулли залпа пысӑк экран ҫинче кинона ҫывӑх ҫынсемпе пӑхни - пысӑк ӗҫӗн тӗп пӗтӗмлетӗвӗ. Унран та пахи - ачасем ӑнланни: пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли вӑл - туслӑхпа пӗр-пӗрне пулӑшни.
Ксения Потапова, Ярослав Яковлев, Виктор Степанов








