Константин Иванов ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ уяв поэтӑн палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хунинчен пуҫланчӗ. Ун хыҫҫӑн пурте театра "Нарспи" спектакль пӑхма кӗчӗҫ. Вара сӑвӑ илемлӗ вуласа ҫӗнтернисене саламласа парне пама та чухах пулчӗ.
Ку кадр - пирӗн телевидени архивӗнчен: 1997-мӗш ҫулта "Ҫеҫпӗл кӑвайчӗ" конкурса Константин Иванов ҫуралнӑ ялтан килнӗ Галина Васильева Чӑваш Ене юратса пӑрахнӑ та ӳссен Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Паян вӑл Слакпуҫ ачин, Данила Алексеевӑн, дипломне илме килнӗ. Ҫулӗ ытла инҫипе Пушкӑртстанран йыхравланӑ чӑвашсем пурте ҫитеймерӗҫ. Ҫапах Хушӑлкаран Алина Герасимова ҫӗнтерӳҫе илсе килекенсене мухтаса хӑварас килет.
Ӑмӑртӑва шӑп та шай 50 ҫын хутшӑннӑ. Хаклакан ушкӑн вӗсене ӳсӗмне кура пайланӑ: чи пӗчӗккисем, вӑтам классенче, аслӑ классенчисем вӗренекенсем тата 18 ҫултан аслӑраххисем. Мала тухакансенчен чи кӗҫӗннисем - 7 ҫулта.
Ачасем пӗринчен тепри ытарайми, вӗрентекенӗсем, ашшӗ-амӑшӗ ҫине тӑрса ӗҫлени, вӗсен чун-чӗринчи пултарулӑха ӳстерессишӗн тӑрӑшни куҫкӗрет. Иван Артемьев пек маттурсем пур енлӗн аталанса ҫитӗнеҫҫӗ.
Аслӑ классенче вӗренекенсене конкурса йӗркелекенсем тимлӗрех те сӑнаҫҫӗ: пулас артистсем ҫук-ши вӗсем хушшинче? Кам пӗлет, тен, Максим Козлов та малашне чӑваш театрӗн мӑнаҫӗ пулса тӑрӗ.
Константин Иванова тата унӑн хайлавӗсене халалласа ҫырнӑ автор сӑввисем хушшинче тӳресене Елена Кудрявцеван йӗркисем тыткӑнланӑ.
Ачасем ку конкурса пысӑк хавхаланупа хутшӑннӑран малашне ӑмӑрту ҫӗршыври мӗнпур чӑвашсен фестивалӗ шайне ҫӗкленес шанчӑк та пур.
Марина Карягина, Денис Афанасьев








