Куракансем кӗҫех чӑваш чӗлхине сума суса ҫырнӑ произведение хаклама пултарӗҫ

Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Александр Осипов композитор тӑван чӗлхене сума сӑвакан месса хайланӑ. Ӑна Чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӑн "Чӑваш чӗлхине сӑвапласа кӗвӗленӗ кӗлӗ" хайлава тӗпе хурса хатӗрленӗ.

Филармонире черетлӗ репетици. Чӑваш академи симфони капелли халӑха ҫӗнӗ ӗҫпе паллаштарма хатӗрленет. Симфони оркестрӗ, хорпа солистсем чӑваш чӗлхине сума сӑвакан мессӑна шӑрантараҫҫӗ. Чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӑн "Чӑваш чӗлхине сӑвапласа кӗвӗленӗ кӗлӗ" хайлаври йӗркесем Александр Осипов композиторӑн чунне пырса тивнӗ. Вӑл ӑна тӗпе хурса месса хатӗрлеме шутланӑ. 

Александр Аркадьевич мессӑна 4-5 ҫул каяллах хатӗрлеме пуҫланӑ. "Эпир чӑвашлӑха упраса хӑварма пултарнӑ авалхи халӑх. Хамӑр историпе мӑнаҫланасси, чӗлхене сума сӑвасси - пирӗн тивӗҫ,"- тет композитор. Тӑван чӗлхе пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине музыкӑра та кӑтартмалла тесе шутлать вӑл. Хайлава чӑн чӑваш кӗвви-ҫеммипе хатӗрленӗ. Месса халӑх кӑмӑлне каясса шанать композитор. "Чӑваш чӗлхине сӑвапласа кӗвӗленӗ кӗлӗ" хайлавра Юрий Сементер чӑвашсем хӑш ҫӗртен Атӑл тӑрӑхне килнине, чӗлхе аталанса пынине ҫырса кӑтартнӑ.

Пуян материалпа Морис Яклашкин ертсе пыракан Чӑваш академи симфони капелли хаваспах ӗҫе пуҫӑннӑ.

Чӑваш чӗлхине сума сӑвакан мессӑна юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Культура институтӗнче хаклама пулӗ. 

 Алена Артемкина, Святослав Петров.