Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗ аса илнӗ тӑрӑх, республикӑна журналистсем Мускавра, Ленинградра, Хусанта диплом илнӗ хыҫҫӑн килнӗ. Хамӑр патра факультет мар, професси паракан уйрӑм та пулман. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем ыйтнипе, Чӑваш Ене ҫав вӑхӑтра ертсе пынӑ Семен Ислюков ҫине тӑнипе Чӑваш патшалӑх университетӗнче калем ӑстисене хатӗрлеме пуҫланӑ. Пӗрремӗшсен ретӗнче 50 ҫын пулнӑ. Каярах уйрӑм факультет уҫӑлнӑ. Николай Григорьев чӑваш журналистики республикӑра епле аталанса пынине тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Пӗрле вӗреннӗ, каярах республикӑри хаҫат-журнал, телекурав, радиохыпарлав аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсем ҫинчен каламалли сахал мар. Кӑларӑмра 50 ҫын кун-ҫулӗ, ҫырас, республика хыпарӗсене ҫутатас ӗҫри ҫитӗнӗвӗсем, ырӑ асаилӗвӗсем. Ҫавӑн пекех пӗрле пухӑнсан шӑрантарма кӑмӑлланӑ юрӑ ҫаврӑмӗсем, пӗрлехи сӑн ӳкерчӗксем. Редакторсем те кӗнекене пухса хатӗрленӗ май паллакан ҫынсен историйӗпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Автор палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш журналистсен пысӑк йышӗнчи кашни ят историре тарӑн йӗр хӑварнӑ. Пурӑна киле вӗсем паллӑ калем ӑстисем, ӑсчахсем, тӗп редакторсем, ертӳҫӗсем пулнӑ, кӗнекесем кӑларнӑ, ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫырнӑ. Ҫавӑнпа та "Светить всегда" кӗнеке пуян содержаниллӗ те кӑсӑклӑ пулса тухнӑ. Вӑл хальхи журналистсемшӗн те, пурнӑҫне ҫак профессипе ҫыхӑнтарас текенсемшӗн те усӑллӑ кӑларӑм.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








