Сӑмахне ҫапла пуҫланӑ "Хуняма" мыскарапа ҫын ҫине тухсан унӑн авторӗ Кӗлпук Мучи. Халӑха каҫса кайса култарнӑ пултаруллӑ артистсем. Ефим Никитич хӑй Чӗшлук рольне вылянӑ. Халӗ ку сӑнарпа Николай Сергеевпа Вячеслав Александров ылмашса сцена ҫине тухӗҫ.
Кашни ҫынна ӑнланмалла, палланӑ лару-тӑру: чип-чипер килӗштерсе пурӑнакан ҫамрӑк мӑшӑр хушшине ашшӗ-амӑшӗ кӗрет. Усал сунса мар, ывӑл-хӗрне ырӑ тӑвас тесех. Анчах ку ҫемье арканасси патне те илсе ҫитерме пултарать иккен. Ҫакӑн пек пӑтӑрмах ҫинчен кулӑшла каласа паракан пьесӑна Василий Иванов режиссёр иртнӗ ӗмӗр тусанне вӗрсе ҫӗнӗлле лартас тенӗ.
Арӑмне юратакан ҫамрӑк рабочи халӑх театрне ҫӳрет. Килте те ача кӗтекен мӑшӑрне пулӑшма ӗлкӗрет вӑл. Телейлӗскерсем, юрласа-ташласа кӑна пурӑнаҫҫӗ темелле. Хунямӑш ҫавраҫил пек пырса кӗриччен. Трахви рольне виҫӗ артист улшӑнса вылять: Арсентий Димитриев, Евгений Урдюков тата Алексей Александров.
Ҫамрӑк арӑм рольне те режиссёр виҫӗ артиста панӑ. Эпир Дарья Замкован Серафимине ӳкертӗмӗр. Тепрехинче куракансене Эмилия Назаровӑпа Елизавета Казначеева вӑййи савӑнтарӗ. Камитре хаваслӑ яш-кӗрӗмӗн юрри-ташши кашнин чун-чӗрине тыткӑна илет.
Спектакль декорацине ятарласа халӑх хушшине тухса ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе хатӗрленӗ. Театрта та камите пӗчӗк залра кӑтартаҫҫӗ. Куракан кунта хӑйне килти пекех туйӗ.
Марина Карягина, Виктор Степанов








