Ӗлӗкхи япаласене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнеленӗ

Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан Иван Веденеев 20 ҫул ытла ӗлӗкхи япаласем пухать. Пӑрахӑҫланӑ экспонатсене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелесе музей та уҫнӑ вӑл. Туристсене хӑйех кӗтсе илет, несӗлсем мӗнле пурӑнни пирки каласа парать. 

Иван Веденеев хӑнасене купӑс каласа кӗтсе илет. Экскурси музея кӗнӗ- кӗменех пуҫланать. Кунти экспонатсене тӗпчеме чару ҫук - вӗсене тытса, ҫавӑркаласа пӑхма юрать. Кӑмӑл пулсан сунтал ҫинче пӑта шаккама та, патефона юрлаттарма та пулать. Пионерсен ретне те илме хатӗр. Кун валли пӗтӗмпех пур музейра, шӳтлет хуҫи.

Мӑн асаттесемпе асаннесем пурӑннӑ вӑхӑта тавӑрас тесе Иван Веденеев туристсене ятарлӑ тум-тирпе кӗтсе илет - чӑваш кӗпипе, уринче ҫӑпата, пуҫ ҫинче хурӑн хуппинчен тунӑ карттус. Экскурсисене хӑйех ирттерет. Кашни япала пирки сехечӗ-сехечӗпе каласа пама хатӗр. Курса тӗлӗнмелли кунта чылай! Хуҫалӑхра кирлӗ пулма пӑрахнӑ хатӗр-хӗтӗре Иван Веденеев 20 ҫул ытла пуҫтарать. Кӑмака ӑсти пулнӑ май тӗрлӗ яла ҫитсе яланах кӑсӑклӑ экспонатсем тупать. Ӗлӗкхи япаласене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелес тӗллевпе экспозици йӗркеленӗ те Иван Веденеев. Ҫак ҫурта тара илсе музей йӗркеленӗ. Тул енчен те илӗртӳллӗрех пултӑр тесе стенисене тӗрлӗ ӳкерчӗкпе капӑрлатнӑ. Шала кӗричченех иртнӗ саманапа паллашма май пур хӑнасен.  

Ҫак йывӑҫ витрене вара тӑватӑ ҫул шыранӑ. Хӑвӑрт юрӑхсӑра тухнӑран вӗсене ҫине-ҫине улӑштарса тӑнӑ ӗлӗк. Ҫавӑнпа та кун евӗр савӑтсем сахал сыхланса юлнӑ. Ак ку вара - чи пӗрремӗш экспонат. Ҫак лампӑран пуҫланнӑ та хӑйнеевӗрлӗ коллекци. Иван Веденеев Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, унӑн чун киленӗҫне тӑванӗсем ӑнланса тӗлӗнмелле япаласем тупма пулӑшаҫҫӗ.

Музейра яланах ҫын пур. Ытларах шкул ачисем валли экскурси ирттерет Иван Веденеев. Чылай чухне хӑнасем пушӑ алӑпа мар - мӗнле те пулин экспонатпа килеҫҫӗ. Вырӑн ҫителӗклӗ кунта. Паллах, туристсем ҫулла йышлӑ. Хӗлле те музей хуҫи ахаль лармасть. Хурӑн хуппинчен тӗрлӗ сувенир тӑвать - карттусем, сулӑсем.  Иван Веденеев ал ӗҫ ӑсти ҫеҫ мар, философ та. Музейне "Самана кустӑрми" ят ахальтен мар панӑ. Унӑн сӑмахӗпе пирӗн пурнӑҫ, чӑн та, пӗр вӗҫӗмсӗр ҫаврӑнакан урапана аса илтерет. Пирӗн вара - паян пурӑнакансен, аваллӑха упраса пулас ӑрусене малалла парса пымалла.

Вероника Павлова, Денис Афанасьев