Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ пысӑк гастроле хатӗрленет

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен артистсем "Чӑваш тӗнчи" концерт программипе тӗрлӗ региона ҫитӗҫ. 

Артистсен халӗ кашни кунах репетици пырать. Аякри куракансемпе тӗл пуличчен вӑхӑт нумай та мар. Пултарулӑх ушкӑнӗ "Чӑваш тӗнчи" театрализациленӗ программӑпа ҫула тухать. Сцена ӑстисем юрӑ-ташӑ урлӑ Улӑп паттӑр ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. Ку программа - хӑйнеевӗрлӗ спектакль. Кашни номер пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса юмах тӗнчине путарать. Сцена ҫине харӑсах хор, балет, халӑх иструменчӗсен оркестрӗ - пурӗ 50 артист тухӗ. Концерт пынӑ вӑхӑтра вӗсем 15 тӗрлӗ ҫи-пуҫ улӑштарӗҫ.

Программӑна ылтӑн фондри хайлавсемпе пӗрлех ҫӗнӗ постановкӑсем те кӗнӗ: "Чӑваш Ен - Атӑл чӗри" сюита, вырӑсла тата чӑвашла юрӑсенчен йӗркеленӗ хор произведенийӗсем тата ыттисем те. Раҫҫейре халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнӑ май, тӗрлӗ наци ҫыннисен юрри-ташши те пысӑк вырӑн йышӑнать концертра. 

Ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Алексей Тимошенко палӑртнӑ тӑрӑх, пултарулӑх ушкӑнӗ ҫамрӑксемпе пуянланнӑ. Балетра тата хорта 25 ытла ҫӗнӗ артист. Пысӑк гастроле "Эпир - Раҫҫей" федераци программипе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. Пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнӑ ансамбль концертсен ярӑмне Чӗмпӗр хулинче пуҫлать те, Хусанта вӗҫлет.

Диана Сафонова, Игорь Ульянов