Республика кунӗпе ҫыхӑннӑ тӗп ӗҫ-пуҫ Шупашкарта тата Шупашкар округӗнче иртет. Программа пӗтӗмӗшле 2-мӗш кун пырать. Ӗнер, сӑмахран, уйрӑмах калӑпӑшлисенчен пӗри - "Ӑста Раҫҫей" конкурс - пуҫланчӗ. 24-мӗш хутчен иртекен фестивале кӑҫал 23 регионтан 57 ӑста килсе ҫитнӗ. Кашнин хӑйӗн пултарулӑхӗпе, тӑван тӑрӑхӗпе паллаштаракан пӗр-пӗр япала тумалла.
Тӑм шӑхличсем, татӑк-кӗсӗкрен тунӑ теттесем, йывӑҫран касса кӑларнӑ савӑт-сапа. Ӑстасем 10 номинацире кӑмӑлне ирӗке ярса ӗҫлеме пултарчӗҫ. Пӗр-пӗр илем ӑсталама 8 сехет вӑхӑт уйӑрнӑ. Хаклаканӗсем - халӑх пултарулӑхне тарӑннӑн чухлакан ҫынсем. "Ӑста Раҫҫей" фестиваль Республика кунӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑ тесен те юрать. Кашнинчех ҫӗнӗ ятсем уҫӑлни те паха. Ылтӑн алӑллӑ маҫтӑрсем номинацире мала тухассишӗн кӑна мар, Республика Пуҫлӑхӗн парнишӗн те тупӑшрӗҫ. Чи пӗлтерӗшли вара тӗрлӗ фестивальте курса паллашса ҫитнӗ тус-юлташӗпе тӗл пулни, чӑвашсемшӗн - хамӑр ҫӗр ҫинче пӗлӗшӗсене тараватлӑн йышӑнни.
Хамӑр республикӑра та темӗн те пӗр ӑсталама пӗлекенсем сахал мар. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Линда Белякова аллинче, сӑмахран, тӗрлӗ пусма пӗрлешсе управҫӑ-пукане пулса тӑрать. Теттисем те хӑй пекех чӑваш тумӗллӗ унӑн. Людмила Шамбина несӗлсенчен юлнӑ пир тӗртес йӑлана упраса пурӑнать. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Татьяна Яковлева кӑшт вӑхӑт тупӑнсанах алла хурӑн хуппи тытать. Ҫак ӑсталӑха ҫывӑх ҫыннисем хушшинче те сарма тӑрӑшать. Фестивальте вӑл 2-мӗш хут. Савӑт-сапа, илемлӗ картинсем... Ал-ура ҫыпӑҫуллӑ пулсан ҫут ҫанталӑк материалӗ тӗлӗнмелле капӑрлӑхсем тума май парать.
Мускавран, Питӗртен, Дагестанран, вун-вун регионтан авалхи йӑласене чӗртсе тӑракан, куҫ пек упраса хаклакан ӑстасем Чӑваш Енре пухӑнаҫҫӗ. Хальхи самана сӗмӗ те пур уявра. Кӑҫалхи фестиваль ҫӗнӗлӗхӗ - тӗп парнене - ҫӗнтерӳҫӗ кубокне 3 Дӑ принтер наци тӗрри-эрешне тӗпе хурса пичетлесе кӑларӗ. Ӑна кам тивӗҫнине паян Хӗрлӗ Тӳремре Республика кунне халалланӑ уявра 18 сехетре пӗлтерӗҫ.
Алиса Александрова, Святослав Петров








