Кӗнекене 30 ҫул хушшинче ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче нумаях пулмасть кун ҫути курнисем те, хальччен ниҫта та пичетленменнисем те. Кӑларӑма пахалама писательсемпе журналистсем, ӑсчахсем, педагогсем, поэзине юратакансем, тӑванӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансем Олег Прокопьевӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. Сӑввисем тарӑн шухӑшлӑ, философиллӗ, тӗрлӗ темӑна хускатакан, чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемне кӑтараткан произведенисем пулнине палӑртрӗҫ.
Олег Прокопьевӑн сӑввисемпе чылай юрӑ кӗвӗленӗ. Вӗсене Елена Смородинова, Ольга Лукова, Эдуард Андреев, Алена Алексева, Любовь Гордеева тата ытти паллӑ юрӑҫсем шӑрантараҫҫӗ. Каҫра, паллах, авторӑн чылай сӑвви янӑрарӗ. Вӗсене паллӑ артистсемпе танах шкул ачисем те илемлӗн вуларӗҫ. Салампи хӗрӗ те хӑйне халалласа ҫырнӑ йӗркесемпе кӑмӑлтан паллаштарчӗ. Салампи ашшӗн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнине тата мӑнаҫланнине пӗлтерчӗ. Вӑл уншӑн яланах тӗслӗх пулнине палӑртрӗ.
Олег Прокопьев кӗнекене кӑларма хистекенсене, хавхалантаракансене чӗререн тав турӗ. Малашне те вулакансене пултарулӑхӗпе паллаштарсах тӑма шантарчӗ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов








