Унччен унпа усӑ курса шкулсемпе ача сачӗсене, медицина учрежденисене газ кӗртнӗ пулсан, малашне Культура ҫурчӗсене те тимлӗх уйӑрӗҫ. Килтӗшсене савӑнӑҫлӑ пулӑмпа видеоҫыхӑну мелӗпе Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин саламларӗ.
Килтӗшри Культура ҫуртне пӗлтӗр хӑпартнӑ. Кунта кӑвак ҫулӑм кӗртме 68 метр пӑрӑх хывнӑ, тӗрлӗ хатӗр вырнаҫтарнӑ. Ҫак ӗҫе Президент программи пулӑшнипе тунӑ. Ҫавӑн пекех 11 пин ҫурӑ ҫурт патне газ пӑрӑхӗсем ҫитернӗ, 10 пин ҫемье ҫут ҫанталӑк ырлӑхне туйса илнӗ. Килтӗшри клубпа пӗр харӑсах ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи темиҫе объектра кӑвак ҫулӑм ҫунма пуҫларӗ. Савӑнӑҫлӑ пулӑмпа пурне те Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин видеоҫыхӑну урлӑ саламларӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра социаллӑ учрежденисене ҫут ҫанталӑк газӗпе тивӗҫтерессипе хастар ӗҫлеҫҫӗ. Пӗлтӗр, сӑмахран, сывлӑх сыхлавӗн 4 объектне кӑвак ҫулӑм ҫитнӗ. Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра 37 Культура ҫурчӗ хута янӑ. Вӗсенчен 20-шне унччен электричествӑпа ӑшӑтнӑ, халь - газпа. Ҫакӑ бюджета перекетлет. Пурӗ республикӑра 1500 ытла культура ҫурчӗ. Килтӗшри клубра ӑшӑ пулнишӗн хӗпӗртет ял халӑхӗ.
Клуба "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа тунӑ. Ялта пурӑнакансем пуҫарӑва ырласа йышӑннӑ, укҫа пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Килтӗшре 400-е яхӑн ҫын пурӑнать. Кунти Культура Ҫурчӗ - вӗсене пӗрлештерекен вырӑн.
Алена Артемкина, Виктор Степанов








