Ҫавра сӗтелсемпе канашлусем иртеҫҫӗ, килӗшӳсем тӑваҫҫӗ

Иккӗмӗш кун Шупашкарта Экономика форумӗ ӗҫлет. Кӑҫал унта Мускавпа Питӗр хулисенчен, Тутарстанран, Чулхула, Самар, Чӗмпӗр, Киров облаҫӗсенчен экспертсем хутшӑнаҫҫӗ. Беларуҫпе Мадагаскартан та хӑнасем ҫитнӗ. 

Форумӑн пӗрремӗш кунӗ тухӑҫлӑ иртрӗ. Унта хутшӑнакансем 14 дискусси лапамӗнче ӗҫлерӗҫ. Технологипе цифра суверенитечӗ, финанспа инвестици, экологи, креативлӑ экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ. Туризм пирки те сӑмах пычӗ. Чӑваш Ен ӑна аталантарас тесе тӗллевлӗ ӗҫлет. Федераци тата республика проекчӗсем пулӑшнипе халӗ шкул ачисем те ҫул ҫӳреве тухма пултараҫҫӗ. Виҫӗ региона пӗрлештерекен "Аслӑ Атӑл ҫулӗ" туризм маршручӗ те вӑй илсе пырать. Республика ҫул ҫӳрекенсене мӗн сӗнме пултарнине интернетра пӗлтерсе тӑмалла. Ҫакна валли ятарлӑ сервиссем, хушӑмсем кирлӗ. Пухӑннисем экскурсоводсемпе гидсене хатӗрлессине те сӳтсе яврӗҫ. 

Креативлӑ индустри аталанӑвӗ те паянхи куншӑн кӑсӑк та пӗлтерӗшлӗ ыйту. Реклама, кино, арт-индустри - пултарулӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫрен тупӑш илме вӗренмелле, - терӗҫ экспертсем. Сӑмахран, мӗншӗн Лабубу теттене матрёшкӑран ытларах туянаҫҫӗ? Ҫакӑн пирки экономика аталанӑвӗн министрӗ Лариса Рафикова шухӑшласа пӑхма сӗнчӗ. Креативлӑ индустри регионӑн илӗртӳлӗхне те витӗм кӳрет. "Опора России" организацин ертӳҫин ҫумӗ Светлана Гиляровская Чӑваш Енӗн культура брендне тӑвас тӗлӗшпе йывӑрлӑх пулмалла мар, терӗ. Республика ыттисенчен наци культурипе, йӑли-йӗркипе уйрӑлса тӑрать. 

Ҫакна "Регионсем - чикӗсӗр хутшӑну" курав та ҫирӗплетрӗ. Кунта ал ӑстисен пултарулӑхӗпе киленме май пулчӗ. 

Курав ӗҫӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та паллашрӗ. Вӗренӳ, медицина учрежденийӗсем, тӗрлӗ предприяти организацисем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсене кӑтартаҫҫӗ кунта: хальхи йышши техникӑран пуҫласа апат-ҫимӗҫ таранах. 

Форум ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелемелли лапам. Пӗрремӗш кунне 8 килӗшӳ турӗҫ. Чӑваш Республики, Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ тата ПСБ банк Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика манежӗ тӑвас пирки калаҫса татӑлчӗҫ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Правительстви "Новая формация" обществӑлла пӗрлешӳпе ӗҫлес тӗллевлӗ. Экономика форумӗнче пурӗ 9 миллиард тенкӗлӗх 17 килӗшӳ тума палӑртнӑ.

Паян пленарлӑ лару пулать. Ӑна "Россия 24" каналпа 14 сехетре уҫӑ эфирта кӑтартӗҫ. 

Екатерина Фомина, Александра Борисова, Денис Афанасьев, Игорь Ульянов, Святослав Петров