Вӑрнарта экологи кунӗ иртрӗ

Унта вӑрмана упрамалли ятарлӑ акципе килӗшӳллӗн йывӑҫсем лартрӗҫ. Ырӑ ӗҫе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ. "Экологи тӑнӑҫлӑхӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫывӑх вӑхӑтра республикӑри мӗн пур вӑрман хуҫалӑхӗнче йывӑҫ-тӗм лартӗҫ. 

Ку экологи акцийӗ республикӑра 8-мӗш хут иртет. Кӑҫал вӑл Вӑрнарта пуҫланчӗ. Ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Енри 46 ытла гектар лаптӑка ҫулҫӑллӑ тата лӑсӑллӑ 53 пин йывӑҫпа пуянлатма палӑртаҫҫӗ. Пирвайхи 45 хунава Олег Николаев лартрӗ. Ҫавӑн пекех акцие волонтерсемпе вӑрманҫӑсем, предпринимательсемпе обществӑлла организацисен хастарӗсем хутшӑнчӗҫ. 

Вӑрнартах вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансен кунне халалланӑ уяв пулчӗ. Олег Николаев пухӑннисене професси уявӗпе саламларӗ. Вӑрмансем экологипе экономика тӗлӗшӗнчен пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Республикӑра чи лайӑх вӑрман хуҫалӑхӗсене конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Мала тухнисене Олег Николаев квадроциклсем туянма сертификатсем парнелерӗ. Чӑваш Ен кӑҫал Пӗтӗм ҫӗршыври "Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ" конкурсра та палӑрнӑ. Тупӑшура Шупашкар округӗнчи "Ясна" этнокомплексри юман 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. "Йывӑҫсем - ҫут ҫанталӑкӑн чӗрӗ палӑкӗсем" программа ертӳҫи Сергей Пальчиков республикӑна ятарлӑ диплом парса чысларӗ. 

Кӑҫал пирӗн регионти вӑрман хуҫалӑхӗсем валли 463 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Правительство пулӑшнин витӗмӗ пысӑк - каснӑ е тӗрлӗ сӑлтава пула пӗтнӗ йывӑҫем вырӑнне икӗ хут ытларах ҫӗнӗ хунавсем лартнӑ. Пушар хӑрушсӑрлӑхне те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Иртнӗ 6 ҫулта Чӑваш Енри вӑрмансенче ҫулӑмлӑ инкексем пулман. 

Вӑрман тирпейлессипе ӗҫлекен пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшма республика правительстви ҫӗнӗ программа ҫирӗплетнӗ. Ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелекен, вӑхӑтра шалу тӳлекен предпринимательсене техника туянсан, унӑн 50 процентне саплаштараҫҫӗ. Ҫакна валли бюджетран 120 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 

Алена Артемкина, Сергей Бавыкин