Ӗҫе подрядчик утӑ уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Вӑрман илемне упраса хӑварма, ҫав вӑхӑтрах кунта хӑтлӑх кӳме тӗллев лартнӑ ун умне. Сывӑ, нумай ҫул ӳсекен йывӑҫсене тӗкӗнмен. Парк вырӑнне тасатса тирпейленӗ хыҫҫӑн рабочисем ҫулсем сарма, электричество кабельне хума пикеннӗ. Пурӗ объектра вунна яхӑн техника тӑрӑшать. Палӑртнӑ ӗҫӗн ытларах пайне подрядчик кӑҫалах пурнӑҫа кӗртме шантарать.
Ҫавӑн пекех кунта ачасем валли вылямалли, спорт, кану тата апатлану лаптӑкӗсем, йытӑсене уҫӑлтармалли вырӑн пулӗ. Ҫутӑ хунарӗсем те вырнаҫтарӗҫ. Ӗҫе икӗ тапхӑрпа пурнӑҫлама йышӑннӑ. Контрактпа килӗшӳллӗн юсава ҫитес ҫул вӗҫӗччен туса пӗтермелле.
Пурӗ кунта 4 пин тӑваткал метра яхӑн асфальт ҫул сарма тата 200 тӑваткал метр брусчатка хума палӑртнӑ. Малашне кунта уҫӑлса ҫӳреме те кӑмӑллӑрах, ҫынсене кирлӗ ҫӗре ҫитме те самай меллӗрех пулӗ.
Оксана Верликова, Святослав Петров








