"Чӗкеҫ" фронтра пулӑшӗ

Хӑйсен юратнӑ машинне вӗсем "Чӗкеҫ" тесе калаҫҫӗ. Ҫапах та нумай ҫул тӗрӗс тӗкел ӗҫлекен транспорта ятарлӑ ҫар операцине ӑсатма йышӑннӑ. Пархатӑрлӑ ӗҫе хутшӑнма шутланӑ Шупашкарти Митрофановсемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫывӑхрах паллашрӗ. 

"Нива" автомобиле Анатолий Петрович Якутире ӗҫлесе пурӑннӑ вӑхӑтра тивӗҫнӗ. Ҫурҫӗрти ӗҫ стажӗ унӑн 40 ҫула яхӑн. Машин 1992-мӗш ҫулхи пулин те лайӑх упранса юлнӑ. Анатолий Петрович унӑн пӗртен-пӗр хуҫи пулнӑ. Ҫӑмӑл транспорт ҫемьене тӗрӗс-тӗкел илсе ҫӳренӗ, халӗ салтаксене пулӑшу кӳрессе шанать мӑшӑр. Ку шухӑша вӗсем пӗрле канашласа йышӑннӑ. 

Галина Митрофанова машинне юратса "Чӗкеҫ" тет. 30 ҫул ытла вӑл ҫемьене турттарнӑ. Унпа мӑшӑр кӑмпа-ҫырлана чылай ҫӳренӗ. Аякра ӗҫлесе пурӑннӑ чухне темиҫе хут Чӑваш Ене те килсе кайнӑ. 5 ҫул каялла вӗсем Шупашкара куҫса килнӗ. Ҫемьен тепӗр машин пулнӑ май, "Нива" ӗҫсӗр ан лартӑр тесе ӑна салтаксене пама шутланӑ. 

Машинӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн автобазине илсе килнӗ. Вӑл салтаксене тата нумай вӑхӑт хушши тӗрӗс-тӗкел ҫӳресе пулӑшу кӳтӗр тесе техосмотр кӑларнӑ, кӑлтӑксене юсанӑ. 

Республикӑра пурӑнакансем салтаксене мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма, хӑйсен тӳпине хывма тӑрӑшаҫҫӗ. "Нива" автомобиле те ҫитес вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцине ӑсатӗҫ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин