Ҫитӗнекен спортсменсемшӗн ӗмӗр ырӑ тӗслӗх пулӗ

Мухтавлӑ ентеш, СССР спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен призерӗ Владимир Андреев пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Владимир Васильевич 1966-мӗш ҫулта Елчӗк тӑрӑхӗнчи Яманчурелте ҫуралнӑ, Лащ Таяпа ялӗнче ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкарти хӑвӑрт утакансен спорт шкулӗнче вӗреннӗ. Спортра пысӑк ҫитенӳсем туса ҫамрӑклах СССР тата Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ, "спорт мастерӗ" ята тивӗҫнӗ. Европӑпа тӗнче шайӗнчи Кубоксемпе чемпионатсен призерӗ тата ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Владимир Андреев хӑвӑрт утассипе 3 олимпиадӑра хутшӑннӑ. 2000-мӗш ҫулта Австралири Сидней хулинче иртнӗ 27-мӗш ҫуллахи Олимп вӑййисенче бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Спортри ҫитӗнӳсемшӗн Владимир Андреев "Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медальне тивӗҫнӗ. 2002-мӗш ҫулта ӑна "Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят парса чысланӑ.

Алексей Енейкин