Республикӑра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӑй илсе пыраҫҫӗ

Акана пуринчен малтан Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи "Никулински" хуҫалӑхра тухнӑ. Унта 166 гектар урпа акнӑ. Сӗнтӗрвӑррисӗр пуҫне, ытти пур муниципалитетра та кӗрхи культурӑсене тата нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантараҫҫӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи ӗҫсемпе Сергей Артамонов министр вырӑна ҫитсе паллашрӗ.

"ВДС" хуҫалӑхра кӗрхисене 3 пин те 600 гектар акса хӑварнӑ. Калчасем лайӑх хӗл каҫнӑ, палӑртрӗ предприяти ертӳҫи Анатолий Ильин. Паянхи кун пурӗ 1300 гектар лаптӑк ҫинче минераллӑ удобрени хывнӑ. 

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче хальлӗхе хуҫалӑхсем кӗрхисене 3 пин те 240 гектар, нумай ҫул ӳсекен курӑксене 1050 гектар им-ҫамланӑ. Республикипе вара кӗрхисем 92 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар тӑрӑхӗсенче чылай лаптӑк сиенленнӗ. Ҫавна май 27-30 процентне ҫӗнӗрен акмалла пулать, теҫҫӗ яваплӑ министерствӑра. Ҫураки валли вӑрлӑх ҫителӗклӗ. Пурӗ 54 пин тонна хатӗрленӗ. Минераллӑ удобренисем пирки калас пулсан, 13 пин тонна туяннӑ. 1 гектар пуҫне 50 килоран сахал мар им-ҫам сапмалла. Кӑҫал республикипе тыр-пул лаптӑкӗ иртнӗ ҫулхи пекех 550 пин гектар йышӑнмалла. Ҫӗр ӗҫченӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ кӳрессине те пӑхса хунӑ. Ҫанталӑк парсанах хуҫалӑхсем акана тухма палӑртаҫҫӗ.

Диана Иванова, Игорь Ульянов