Вӑрман ҫывӑхӗнче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла

Чӑваш Енре пушара хирӗҫ кӗрешмелли ятарлӑ йӗрке вӑя кӗнӗ. Апла пулин те "хӗрлӗ автан" 13 хут алхасма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем пурте типӗ курӑк ҫунтарнипе ҫыхӑннӑ. Пушарсен шутне чакарас тӗллевпе Раҫҫей чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин республикӑри тӗп управленийӗнче ӗҫлекенсем профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ. 

Пушара хирӗҫ кӗрешекенсем хальхинче "Заволжье" сад пӗрлешӗвӗнче пулчӗҫ. Кунти ҫуртсем вӑрманпа юнашарах вырнаҫнӑ, ҫавна май вӗсен уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем сад-пахча хуҫисене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене тепӗр хут аса илтерчӗҫ, памяткӑсем валеҫрӗҫ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем "хӗрлӗ автанран" хӑрушши нимӗн те ҫуккине аван ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та типӗ курӑка ҫунтарма юраманнине те, кирлӗ мар ҫӗрте кӑвайт чӗртмелле маррине те лайӑх пӗлеҫҫӗ. 

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркипе килӗшӳллӗн кӑвайт ҫинчи апата кил-ҫуртран 5 метр айккинерех пӗҫермелле. Юнашарти 2 метрта хӑвӑрт хыпса илекен япаласем пулмалла мар. Ҫавӑн пекех ӑпӑр-тапӑр пухма юрамасть. Анчах та ҫак правилӑсене пӑхӑнман тӗслӗхсем те тӗл пулаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова