Турă Амăшĕн «Хурланакансен савăнăçĕ» таса сăнĕ ячĕпе Канашра лартнă чиркĕвĕн престол уявĕ пулчĕ

Литургие Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий, Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан ирттерчĕç, вĕсемпе пĕрле епархи священникĕсем кĕлтурĕç. Яланхиллех, чиркĕве халӑх йышлă пухăнчĕ. 

Малтанхи вăхăтра Канаш хулинче Хăватлă ĕçсем тăвакан святой Николай ячĕпе никĕсленĕ чиркÿ анчах халӑха чан сассипе кĕлле йыхравланă. Промышленность аталаннине кура хула ÿссех пынă. Çавна май ĕненекен халăхшăн пĕр чиркÿ çеç çителĕксĕр пулнă. 2001 çулта Канашри вагон юсакан завод çумĕнче чиркÿ тăвас тĕллевпе документсем хатĕрлеме пуçланă. Вăл вăхăтра благочинине ертсе пыракан Александр Михайлов протоиерей 2003 çулта чирку пулас вырăна кĕлтуса сăвапланă, 2005 çулта строительство ĕçĕсем пуçланнă. Тепĕр çулталăкран вара Турă Амăшĕн «Хурланакансен савăнăçĕ» таса сăнĕ ячĕпе лартнă чиркĕве Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава кĕлтуса тасатнă. Кăçал Турă çурчĕ ĕненекенсем валли хăйĕн алăкĕсене уçнăранпа 20 çул çитрĕ. Кунта 2007 çултанпа Александр Ермолаев протоиерей настоятельте тăрăшать. Хула халăхĕшĕн çак чиркÿ кĕлтума çÿремелли çурт çеç мар: прихут çыннисем обществăлла ĕçсене хастар хутшăнаççĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хÿтĕлев каррисем хатĕрлеме пулăшаççĕ. Хулари 11-мĕш шкулпа тачă çыхăну йĕркеленĕ. Эрнере 4 кун ачасем чиркĕве килсе православи пĕлĕвне илеççĕ. Вырсарни кун шкулне çÿрекенсем те йышлă. Унсăр пуçне чиркÿре Турăпа çыхăннă таса вырăнсене тухса çÿрессине йĕркеленĕ. Престол уявĕнче Канаш тата Беловолжск епископĕ Преосвященнейший Стефан уйрăмах тăрăшуллă прихожансене архиерей грамотисем парса чысларĕ. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ, Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ Высокопреосвященнейший Савватий чиркĕве килнĕ халăх умне тухса калаçрĕ, кирек хăш саманан та хăйĕн уйрăмлăхĕ пулни, хамăр пурăнакан вăхăта хакламалли пирки аса илтерчĕ, Турă Амăшĕ пире пулăшса пыни çинчен каларĕ.

Литурги кĕллине йышлă прихожансемпе пĕрле Совет Союзĕн Геройĕ Иван Кабалин ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 11-мĕш шкул учителĕсемпе вĕренекенĕсем, асап тÿссе вилнĕ Герман (Кокель) ячĕпе хисепленекен çамрăк разведчиксен пĕрлешÿллĕ 45-мĕш отрядне çÿрекенсем те хутшăнчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, священниксемпе чиркĕве килнĕ халăх Турă çурчĕ тавра хĕрес çулĕпе утса тухрĕ. 

Роза Деменцова, Зинаида Паршагина