Атӑл федераци округӗнчи шырав отрячӗсен слёчӗ кӑҫал 12-мӗш хут иртнӗ. Унта хутшӑннӑ 14 регион хушшинче пирӗн Чӑваш Ен ушкӑнӗ виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Хастар ҫамрӑксемпе Олег Николаев Ҫар мухтавӗн музейӗнче тӗл пулчӗ. Хӗрсемпе каччӑсем конкурса хутшӑннипе пӗрлех чӑн-чӑн экспедицисенче пулнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ салтаксене тупма пулӑшнӑ.
Чӑваш Енри шырав ушкӑнӗ округри ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗрсе хӑйӗн ҫӳллӗ шайне тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Палӑртмалла, 2021-мӗш ҫултан пуҫласа пирӗн хастарсем тӑтӑшах малтисен ретӗнче. Ҫак ҫитӗнӳре пӗрле килӗштерсе ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Тӗл пулура республикӑри шырав юхӑмне аталантарасси пирки сӑмах пычӗ. Ҫамрӑксем хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарчӗҫ, ҫавӑн пекех экспедицисем мӗнле иртни пирки каласа кӑтартрӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ слет призерӗсене саламласа парнесемпе чысларӗ. Шыравҫӑсен ӗҫне пысӑка хурса хакларӗ. Тӗп тӗллев - тӑван ҫӗршыв историне упраса хӑварасси пулнине палӑртрӗ Олег Николаев. Ҫак ӗҫ - ӑрусене ҫыхӑнтаракан кӗпер, терӗ. Вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӗнле хакпа туптаннине манма памасть. Ҫамрӑксем малашне те шырав юхӑмне хастар хутшӑнма сӑмах пачӗҫ.
Ксения Потапова, Олег Шашурин, Игорь Ульянов








