2025-мӗш ҫулшӑн пурлӑх, ҫӗр тата транспорт налукӗсене раштав уйӑхӗн 1-мӗшчен тӳлемелле. Хысна виҫи 300 тенкӗрен сахалрах пулсан ӑна ку хакран иртсе кайсан е виҫӗ ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ярса параҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра пени пуҫтарӑнмасть. Ҫавӑн пекех кӑҫал туяннӑ пурлӑхшӑн та налук тепӗр ҫул ҫеҫ тӳлемелле пулать. Хӑш-пӗр граждан валли ҫӑмӑллӑхсем пур. Вӗсем виҫӗ шайрисем пулаҫҫӗ: федераци, регион тата вырӑнти. Федераци шайӗнчи ҫӑмӑллӑха 20 ытла категори ҫынни тивӗҫме пултарать. Вӗсен списокӗ ҫулсерен анлӑлансах пырать. Сӑмахран, ку пулӑшӑва ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем е вӗсен ҫемйисем тивӗҫеҫҫӗ. Вӗсене пӗр транспортшӑн налук тӳлессинчен хӑтарнӑ.
Паянхи куна граждансем налукӑн 40 ытла процентне тӳлесе татнӑ. Паян тата чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче налук службинче уҫӑ алӑк кунӗ иртет. Ҫак вӑхӑтра специалистсем кӑмӑл тӑвакансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 8-ччен йышӑнаҫҫӗ.








