Республикӑра "Воин" центрӑн филиалӗ уҫӑлчӗ

Вӗренӳ программине Совет Союзӗн Геройӗ Александр Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗн, милици генерал-майорӗ Всеволод Архипов ячӗллӗ кадет шкулӗн тата экономикӑпа технологи техникумӗн никӗсӗсем ҫинче йӗркелеҫҫӗ.

Ҫар енӗпе хатӗрленесси курсантсемшӗн ҫӗнӗлӗх мар ӗнтӗ. Апла пулин те ҫамрӑксем хайсен ӑсталӑхне тата ытларах туптама хатӗр.

Пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ пама, пӑшалтан пеме пӗлни, инженери хатӗрленӗвӗ, ҫыхӑну йӗркелеме пултарни, пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсемпе ӗҫлеме хӑнӑхни - ҫаксене вӗренӳ программинче пӗтӗмпех шута илнӗ. Ӑсталӑха пур енлӗн туптани тата хул-ҫурӑма пиҫӗхтерни Тӑван Ҫӗршывӑн пулас хӳтелевҫисене пысӑк пулӑшу пулӗ. Ҫар тытӑмӗнчи аслӑ шкулсене, училищесене вӗренме кӗме те ҫӑмӑллӑх кӳрӗ. Центрта чӑн-чӑн патриотсене хатӗрлессине тӗп вырӑна хураҫҫӗ.

Вӗренӳ курсӗ - 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитичченхи ҫамрӑксем валли. Хӗрсемпе каччӑсене ҫар ӗҫне опытлӑ педагогсем хӑнӑхтарӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗренӗве "Звездный" лагерьте те йӗркелес тӗллевлӗ.


Диана Иванова, Дарья Петрова, Екатерина Янгалакова