Наци библиотекинче "Хальхи чӑваш литератури. Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ" ятпа семинар иртрӗ

Ӑна Юрий Скворцов прозаик, сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ пултарулӑхне халалланӑ. Ҫыравҫӑ пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа ҫур ӗмӗр те ҫитет, анчах унӑн кивелми хайлавӗсене пурте кӑмӑлласа вулаҫҫӗ, пуҫласа калем тытакан ҫамрӑксемшӗн унӑн ӑсталӑхӗ - пысӑк тӗслӗх.

Пурӗ те 46 ҫул пурӑннӑ паллӑ чӑваш прозаикӗ. Вӑл ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑранпа та ҫавӑн чухлӗ вӑхӑтах иртрӗ пулин те, пирӗн хушӑра ун шайне ҫитекен сӑмах ӑстисем курӑнмарӗҫ-ха - ҫак шухӑш илтӗнчӗ ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑннӑ тӗпчевҫӗсемпе ҫыравҫӑсен сӑмахӗнче. Ку ӗнтӗ лайӑх ҫыравҫӑсем сахаллине пӗлтермест, Скворцовӑн талантне урӑх виҫепе, тӗнче литературинчи калӑппа, виҫнине кӑтартать. Вырӑс чунӗн тарӑнӑшне Фёдор Достоевский ҫитейнӗ пулсан, чӑваш ӑш-чиккин вӑрттӑн, улах кӗтесӗсене Юрий Скворцов ӑнланса сӑнарланӑ.

Республикӑри профессионал писательсен союзӗ кун пек семинарсен ярӑмне иккӗмӗш ҫул ирттерет. Маларах Хветӗр Уярӑн пултарулӑхне тишкернӗччӗ. Ҫак икӗ пысӑк маҫтӑра ҫитӗнтерме пултарнӑ иртнӗ ӗмӗр иккӗшне те шелсӗр таптанӑ, анчах ҫӳлти хӑват вӗсен ҫирӗплӗхӗпе чӑтӑмне ҫеҫ тӗрӗсленӗ пулас - вӗҫне ҫитичченех пӑрахман, ӳкме паман, хӑй хӳттинче ӗҫлеттернӗ. Скворцова сумсӑрлатнӑ ӗҫтешӗсен ячӗ илтӗнмест те паян.

Юрий Скворцовӑн сӑнарлӑ та сӗтеклӗ, пуян чӗлхи ҫинчен тӗслӗхсем илсе калаҫрӗҫ пухӑннисем. Саманапа этем, ҫынпа ҫын хушшинчи ҫыхӑнусен ҫиелте выртман вӑрттӑнлӑхӗсене ҫыравҫӑн ҫивӗч куҫӗпе асӑрхаса сӑнлама пӗлнинче - псилологпа философ пӗтӗҫӗвӗ. Ҫыравҫӑн тавракурӑмӗ анлӑ пулни, вӑл анӑҫ философийӗпе литературине тӗплӗ пӗлни пӗлтерӗшлӗ-тӗр кунта.

Шупашкарти аслӑ шкулсенче пулас филологсем Скворцов хайлавӗсене шала кӗрсе тӗпчеҫҫӗ, ӑсталӑхӗн меслечӗсене пайӑррӑн тишкереҫҫӗ. Ҫавна курах студентсем семинара кӑсӑкланупа килнӗ. Вӗсем - пирӗн литературӑн малашӗ.

Семинарта ҫамрӑксен Скворцов кун-ҫулӗнчи пӗлтерӗшлӗ самантсемпе еткерӗ, Геннадий Айхипе ҫӳретнӗ ҫырусем ҫинчен те пӗлме май пулчӗ. Ҫывӑх тусӗсем "прозӑри поэтпа" тасалӑх, ӗмӗрхи хаклӑх, вӑхӑтлӑх тата юлакан чап, чыспа тивӗҫ ҫинчен калаҫнине аса илеҫҫӗ, ҫак ыйтусем паянхисене те шухӑшлаттарма тивӗҫ.


Марина Карягина, Вадим Владимиров