Куславкка тӑрӑхӗнче кӑҫал кӑна икӗ культура ҫурчӗн алӑкӗ уҫӑлмалла

Унсӑр пуҫне ытти учрежденисем те хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек ҫӗнелсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑнта "Культура" наци проекчӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк.

Куславккари Николай Лобачевский музей-ҫуртне 1994-мӗш ҫулта уҫнӑ. Кунта паллӑ математик ҫуллахи вӑхӑтра пурӑннӑ. Музей - федераци пӗлтерӗшлӗ культура объекчӗпе истори палӑкӗ шутланать. 2019-мӗш ҫулта ҫуртра анлӑ реставраци ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Унтанпа вӑл палӑрмаллах улшӑннӑ. Экспозицисем те ҫӗнелеҫҫӗ. 2022-мӗш ҫулта управӑша "Культура" наци проекчӗпе хальхи хатӗрсемпе тивӗҫтерме тытӑннӑ. Ҫакӑн валли 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Капӑрланнӑ музей алӑкне кӑҫал кӗркунне уҫма палӑртаҫҫӗ.

Куславкка тӑрӑхӗнче наци проекчӗпе ҫавӑн пекех 2 культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ. Илепар ялӗнчи объекта пӗлтӗр тума пикеннӗ. 100 вырӑнлӑ клуб халӑха йышӑнма хатӗр тесен те юрать. Вӑл таврари 4 ялти 600-е яхӑн ҫыннӑн пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ  ирттермелли, уявсем йӗркелемелли вырӑн пулӗ. Ҫурта ҫӗклеме, ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсемпе, сӗтел-пуканпа тивӗҫтерме 70 миллион  тенке яхӑн уйӑрнӑ.

Кунта пысӑк концерт залӗ, кружоксем йӗркелемелли пӳлӗм, вулавӑш вырнаҫнӑ. Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи "Энеж" фольклор ансамблӗ ҫӗнӗ ҫуртра 20 ҫулхи ҫавра ҫулне уявлама хатӗрленет. Уяв валли вӗсем ҫӗнӗ программа йӗркелеҫҫӗ. Объекта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Республика кунӗ умӗн уҫма палӑртаҫҫӗ.

Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен паттӑрлӑхне халалланӑ мемориалта пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче музей уҫӑлнӑ. Ӑна йӗркелеме "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 12 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Управӑш Чӑваш наци музейӗн уйрӑмӗ шутланать. 5 уйӑхра музейри экспонатсемпе 700 ытла ҫын паллашнӑ. Шкул ачисемпе студенсене Пушкин карттипе йышӑнаҫҫӗ.

 
Оксана Верликова, Юрий Марков