Чӑваш Ен Оренбург тӑрӑхне пулӑшать

Шыв айне пулнӑ Орск ҫыннисем валли хальхинче травматологи федераци центрӗ тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе Патӑрьел округӗ куллен кирлӗ япаласем пуҫтарнӑ.

Ачасем валли ҫи-пуҫ, вырӑн таврашӗ, ҫӑвӑнса тасалмалли хатӗрсем - чи кирлине ӗҫ коллективӗ 50 пин тенкӗлӗх пуҫтарнӑ. Центрӑн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев каланӑ тӑрӑх, инкек тӳснӗ ҫемьесене малашнехи пурнӑҫне йӗркелесе яма пулӑшни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Тӗрӗссипе, пирӗн республика нихӑҫан та йывӑрлӑха лекнисене пӑрахман.

Ыркӑмӑллӑх акцине Патӑрьел тӑрӑхӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи пуҫаруллӑ ҫынсем те хутшӑннӑ. Ятарлӑ пункта вӗсем апат-ҫимӗҫ, ӗҫмелли шыв илсе пынӑ.

Чӑваш Ен ҫурхи шыв-шура пула шар курнӑ Оренбург тӑрӑхне чи малтан пулӑшу алли тӑснисен йышӗнче. Иртнӗ эрнере кӑна пирӗн регионтан унта 2 йывӑр тиевлӗ машинӑпа гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ.


Алиса Александрова, Елена Михайлова, Вадим Владимиров