Тивӗҫлӗ канӑва тухсан ачалӑхри ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме вӑхӑт тупнӑ

Аллисене кӑранташпа киҫтӗк тытса ӳнер ӑсталӑхне туптама пикеннӗ. Халӗ вара хӑйсен пултарулӑхӗпе куракана савӑнтараҫҫӗ. Шупашкарти "АРТ-Ч" студине ҫӳрекен пенсионерсем хӑйсен ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Вӑл Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра уҫӑлчӗ.

Пенси ҫулне ҫитнӗ тесе пурнӑҫланман ӗмӗтсене иртнӗлӗхе хӑварса мӗн тунипе кӑна ҫырлахса ларма пултараймастпӑр,- теҫҫӗ вӗсем. Шав малалла ӑнтӑлса хӑюллӑн ҫӗнӗ професси алла илеҫҫӗ. Ӳнер ӑсталӑхӗнче Турӑ панӑ пултарулӑхсӑр аталанма йывӑррине пӗлсе хӑйсенче талант тӗшшине тупса пӗлӗвне туптаҫҫӗ. Тӑрӑшнине кура халӑха тӗлӗнмелле илемлӗ ӗҫсемпе савӑнтараҫҫӗ. Ҫак искусствӑра тивӗҫлӗ канури ӑстасене Чӑваш Республикин тава тивӗслӗ ӳнерҫи Вячеслав Сивов пулӑшса пырать.

"Арт-Ч" студие ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗ 70 ҫултан иртнине ӗненме те йывӑр. Пӗр-пӗринпе вӗсем социаллӑ центр урлӑ паллашнӑ. Савӑк кӑмӑлпа пурнӑҫа юратни, ҫут ҫанталӑк илемӗпе киленме пӗлни вӗсене вӑй-хал парса пырать. Куллен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӳкерчӗксем ҫырса хӑйсен куравӗсене те йӗркелеме ӗлкӗрнӗ вӗсем.

Аслӑ ҫулти ӑстасемпе пӗрлех ушкӑнра Татьяна Иванован асамлӑ ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Татьяна Николаевнан хӑрах куҫӗ суккӑрланнӑ тесен те юрать Тепри вара 2 ҫӗрмӗш пайӗ чухлӗ ҫеҫ курать. Ҫавӑнпа та вӑл картинӑсене сӑмсапа сӗртӗнесле ҫывӑхран тата лупа витӗр пӑхса ӳкерет. Ҫапла тертленсе пурне те тыткӑнлакан пӗчӗк шедеврсем тӑвать. Хӗрарӑмсем пӗрле эрнере пӗрре тӗл пулаҫҫӗ. Ытларах чух ҫуллӑ сӑрӑсемпе тата гуашьпа ӳкерме кӑмӑллаҫҫӗ. Пултарулӑхра савӑнса умне ҫӗнӗ тӗллевсем лартаҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Михаил Солин