Етӗрне тӑрӑхӗнчи культура тытӑмӗнчи майсем анлӑлансах пыраҫҫӗ

"Культура" наци проекчӗпе етӗрнесем те чылай ӗҫ тума пултарнӑ. Юлашки ҫӗнӗлӗхсенчен пӗри - автоклуб кӳрсе килни. 

Кӑҫал Етӗрне округӗ 5 муниципалитет йышӗнче автоклубпа пуянланнӑ. Ятарлӑ автобус артистсене ялсене ҫитме, хӑйсен пултарулӑхӗпе хуларан аякра пурӑнакансене савӑнтарма май парать. Куҫса ҫӳрекен центрта мӗн кирли пӗтӗмпех пур: хӑйнеевӗр сцена, ҫутӑ, сасӑ хатӗрӗсем, хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм. 

Артистсем кӗркуннеччен 30 ытла концерт кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Вырӑс юррисен "Калинка" халӑх ансамблӗ автоклубшӑн питӗ хӗпӗртенӗ. 27 ҫул ушкӑн пултарулӑх анинче тӑрӑшать. Малашне вӗсем тата ытларах ҫынна хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма пултараҫҫӗ. Ансамбле хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентин Семяхин йӗркеленӗ. Паян "Калинкӑпа" Александр Волков ӗҫлет. 

Етӗрнери Культура ҫуртӗнчи майсем те анлӑлансах пыраҫҫӗ. 2021-мӗш ҫулта виртуаллӑ зал йӗркеленӗ. Вӑл ниҫта каймасӑрах ҫӗршыври концерт-спектакльсене пӑхма май парать. Ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗнче те пысӑк улшӑнусем. Кунта малтан больница пулнӑ. Унта паллӑ хирург, медицина наукисен докторӗ Константин Волков ӗҫленӗ. Сыватмӑша урӑх ҫӗре куҫарсан 2011-мӗш ҫулта музей уҫнӑ. Ҫурта тӗпрен юсама федераци бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫсем 3 ҫул пынӑ. Пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ. Хальхи вӑхӑтра кунта ӳнер галерейи вырнаҫнӑ, Етӗрне тӑрӑхӗн историпе тата культурипе паллаштаракан курав залӗсем йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех Константин Волков тухтӑрӑн кабинечӗ тата операци пӳлӗмӗ пур. Кӑҫал музей тӗрлӗ техникӑпа, сӗтел-пуканпа пуянланӗ.

"Культура" наци проекчӗпе Етӗрне тӑрӑхӗнче нумай ӗҫ тума пултарнӑ. 

Умри тӗллевсем тата пысӑкрах, теҫҫӗ етӗрнесем. 

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова