Вӑрҫӑ ачисем 05.08.2025
ПрограммыЭлӗк районӗнчи Мӑн Карачурара ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Зоя Никонорова вӑрҫӑ ачи фашистла Германи пирӗн ҫӗршыв ҫине тапӑнса кӗнӗ чухне ултӑ ҫулта пулнӑ.
Тата тепӗр сӑлтав та пур паян унпа тӗл пулма. Зоя Сергеевна чылай ҫул Чӑваш радиора передачёсем хатӗрленӗ. Асӑрхаттарар, килес ҫул эпир Чӑваш радион 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӑпӑр.