Вӑрҫӑ ачисем 02.09.25
ПрограммыРаҫҫей чрезвычайлӑ лару - тӑру министерствин хисеплӗ ветеранӗ Георгий Фадеев Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Тепикассинче ҫуралса ӳснӗ. Ачалӑхӗ Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче иртнӗ. Пурте пӗлетпӗр, Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн та пурнӑҫ тӳрех юсанса та ҫӑмӑлланса кайман.