Вӑхӑт ҫитрӗ (З.Яковлева) 25.03.2026

Март уйӑхӗ театрпа тачӑ ҫыхӑннине шута илсе республикӑри театр ӗҫченӗсен Союзӗн председатель ҫумне, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Зоя Яковлевана «Вӑхӑт ҫитрӗ» кӑларӑма чӗнтӗмӗр. Юлашки 5 ҫул хушшинче Союз туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетӗпӗр, хальхи вӑхӑтра пулса иртекен ҫӗнӗлӗхсем тата ытти ыйтусем тавра калаҫӑпӑр. Сире те, хисеплӗ радио итлекенсем, пирӗн калаҫӑва хутшӑнма чӗнетпӗр. Пирӗн студири телефон номерӗ яланхиллех 56-19-73. Шанкӑравлӑр, пирӗн калаҫӑва хутшӑнӑр! Кӑларӑм 13 сехет те 18 минутра пуҫланать.